28 октября 2013 г.
Паллă-ятлă пĕр çыравçă каланăччĕ: писателĕн хăйĕн çинчен хăйĕн çырса кăтартма пĕлмелле. Пил-халал евĕрлĕ автобиографилле хайлавсене эпир сахал мар куркаланă. Юлашки икĕ юбилейĕ хушшинче Владимир Кузьмин та хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне тишкернĕ.
Виçĕ кĕнекеллĕ мемуарне (2007–2013 çулсем, 1036 страница) «Ман пурнăç – мăн пурнăç» ятпа çаптарса кăларнă. Кама кăна тĕл пулмастпăр-ши Вăрнар, Элĕк, Йĕпреç, Шупашкар, Мускав çулĕсем çинче! Журналистсем, писательсем, илемлĕх çăлтăрĕсем, тĕрлĕ отрасльти талантлă ертÿçĕсем. Вăрнар енĕн тĕкĕрĕнче, «Ялкир шкулĕнчен» пуçласа, нумайăшне паллатпăр. Пĕрремĕш кĕнекери сăн ÿкерчĕксенче Вăрнар хастарĕсем йышлă. Акă, Христос çулĕнчи Василий Игнатьевич Романов, СССР Аслă Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат, Йĕпреç суйлавçисемпе чунне уçса калаçать. Мĕтри Кипек (иртнĕ уйăхăн 15-мĕш кунĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ) тăван Вăрнар çĕрĕ çине ярса пуснă (1960 çул. Мемуарсен авторĕ унпа тата Петĕр Ялкирпе пĕрле Хресчен çурчĕ умĕнче тăраççĕ). Чăваш писателĕсем, культурăри «çăлтăрсем», партипе патшалăх деятелĕсем Вăрнар тăрăхне хытă юратнă иккен: Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Леонид Агаков, Алексей Воробьев, Стихван Шавли, Краснов-Асли, Григорий Луч, Антип Николаев, Юрий Айдаш, Праски Витти, Людмила Семенова, Мария Еланова, Маргарита Туринге, Илья Павлович Прокопьев, Виталий Данилович Данилов, Семен Матвеевич Ислюков, Андриян Николаев космонавт тата ытти нумай-нумай сумлă çынсем фотоматериалсенче, тĕрленчĕксемпе очерксенче сахал мар тĕл пулаççĕ.
Иккĕмĕш кĕнеке – 1974 çултан пуçласа паянхи кунччен, тесе палăртнă автор. Кунта: «Советская Чувашия» хаçат çÿретнĕ çул çÿревсем, Чăвашрадио хумĕсем çинче ярăннисем, «Капкăна» пуçа чиксе ахăрнисем, «Тăван Атăлăн» хушка хумĕсемпе хавхаланса сăнарланă хайлавсем, чăваш культурин «Вучахне» кăвайт хурса хĕмлентернисем, «Илем» хĕвелĕпе ăшăнса çуталнисем... Пултарулăх вăй-халне чылай изданире тĕрĕсленĕ Владимир Кузьмин. Журналистсен пĕрлешĕвĕсен, культурăпа ял хуçалăх министерствисен наградисене тивĕçлĕ пулнă. Ăна хамăр район ятĕнчен Иван Ивник, Анатолий Емельянов ячĕпе хисепленекен, йĕпреçсен ятĕнчен Çемен Элкер ячĕпе хисепленекен премисемпе чысланă.
«Пурнăçри йывăрлăхсене пурне те çĕнтерсе эпĕ хăюллăн малалла талпăннă, умри тĕллевсене пурне те тенĕ пекех пурнăçланă. Çавăнпа халĕ хама хам телейлĕ тесе шутлатăп», – тет автор иккĕмĕш кĕнеке умсăмахĕнче. Виççĕмĕш кĕнекепе пурнăçĕнчи паллăрах пулăмсен шутне кĕртнисем хушшинче: «Атте-анне килĕнче, Шупашкарта ачасен ячĕпе улма-çырла сачĕсем лартса ÿстерни. Атте-анне, ял-йыш ятне çÿле çĕклесе, этем чысне вараламасăр, хастар чăваш ачи пулма тăрăшни».
М.ВАСИЛЬЕВ.