Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вăрман ешертĕр

28 октября 2013 г.

Çĕнĕ вăрман ешертĕр

Вуншар çул хушши Çĕньял Нурăс ялне илем кÿрсе тата çил-тăвăлсенчен хÿтĕлесе ешернĕ чăрăш вăрманĕ, шел те, хăрса типнĕ. Ăна касса-тасатса стройматериала яма тивнĕ. Пушаннă вырăнта малашне те унчченхи пек капăр хыр-чăрăш вăрманĕ çитĕнтĕр тесе В. Иванов уйрăм предприниматель лăсăллă йывăçсем лартассине йĕркеленĕ. Çак ĕçре ăна Калининăри шкулта 10-мĕш классенче вĕренекенсем хастар пулăшнă: 4000 енне йывăç лартса хăварнă. Ачасем хăйсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. «Акă ку хыр-чăрăшсем ÿссе ешерĕç те кайран мăнуксем умĕнче мĕнпе мухтанмалли пулĕ...»,– шÿтлесе те, чăнласа та каланă вĕсем. Владислав Викторович вĕренекенсене пулăшушăн тав тунă, вĕри чейпе, кукăльсемпе тата пылак апат-çимĕçпе хăналанă.

Унччен маларах 10-мĕш класра ĕренекенсем Николай Юркин пуçарнипе Хăмăш ялĕ çывăхĕнчи сăваплă çăлкуç тавралла сирень, пилеш тата чăрăш хунавĕсене 1000 тĕп лартса хăварнă.

И.АНАТОЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика