23 октября 2013 г.
Пушкăртстанра хальхи вăхăтра 130 тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Çак шутра чăвашсем 107 пин çын шучĕпе тăваттăмĕш вырăнта тăраççĕ. Вĕсен, ытти мĕн пур чăвашсенни пекех, хăйне евĕрлĕ тĕлĕнмелле истори. Чĕлхи, йăли-йĕрки, культури питĕ пуян, тава тивĕçлĕ паллă-чаплă çыннисем нумай. Ăруран ăрăва куçса аталаннă ăс-хакăл пурлăхĕ пур.
Пирĕн ентеш, Хурапыр Юнтапара çуралса ÿснĕ Владимир Матвеевич Яковлев Пушкăртстан чăвашлăхĕн çакнашкал аслă пурлăхне çут тĕнчене уçса кăтартма тĕллев тытнă.
В.М.Яковлев 1981 çулта Уйкас Юнтапари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çултанах Шупашкарти агрегат заводĕнче механика цехĕнче слесарь-инструментальщикре ĕçленĕ. 1982 – 1995 çулсенче Совет Çарĕн службинче тăнă. Мускаври экономика институтĕнче экономист специальноçне илнĕ. Пурăнма яланлăхах Пушкăрт Республикине куçнă. Предприниматель: Пелепейри çул-йĕр тăвакан мехколонна директорĕ. Общество ĕçне хастар хутшăнать, ăна Пелепей районĕнчи чăвашсен канашĕн пуçлăхне суйланă.
Ак мĕнле çын Пушкăртстанри чăваш энциклопедийĕн авторĕ! Сумĕ-хакĕ тĕлĕшшĕн виçсе виçме çук кĕнекене пуçтарма, пичетлесе çутă кун кăтартма пуçараканĕ – пирĕн Владимир Матвеевич. Ăнланатпăр мĕн тери вăй хума тивнине: çынсене шырамалла, музейсенче, архивсенче, библиотекăсенче чакаланмалла, ялсене, хуласене тухса çÿремелле, историксемпе, ăсчахсемпе канашламалла т. ыт. те. Ырни-ывăнни пирки шутламасть пысăк кĕнекен пĕтĕмĕшле авторĕ, малалла та ĕçлет, тепĕр сборник пуçтара пуçланă. Халь ĕнтĕ пулăшма хатĕр хастарĕсем те тупăнсах тăраççĕ.
Рудольф
ПАВЛОВ-ИЛЬКЕЛРИ,
ЧР писательсен пĕрлешĕвĕн тата ÿнерпе искусствăн чăваш халăх академийĕн членĕ.