23 октября 2013 г.
Кĕркури Илепер çумĕнче тепĕр поэт тупăнчĕ теттĕмĕр ун пирки. Сакăр вуннăмĕш çулсенче, хăй редакцине кĕркелесе тухнă май, сăввисем район хаçатĕнче темиçе хутчен те пичетленчĕç. Анчах çĕнĕ автора кĕтмен çĕртен çухатрăмăр...
Николай Семенов çак уйăхра çуралнă кунĕпе пĕрле юбилейне паллă турĕ. Пуш алăпа мар – Шупашкарта сăвă кĕнеки кăларнă.
Мăн Турханта çуралнă вăл. Иртеменкасси шкулĕнче вĕреннĕ. Çĕрпÿре ял хуçалăх техникумне, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Ĕçе Шупашкарта вырнаçнăран Вăрнара час-час килсе çÿремен. Çав вăхăтрах сăввисене «Ялав», «Тăван Атăл», «Хатĕр пул» журналсенче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра куркалаттăмăр. Эппин, çухалмарĕ-ха, çырма пăрахмарĕ-ха, теттĕмĕр.
Поэтăн ятлăх кĕнекине Чăваш Республикин ÿнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Хветĕр Агивер хакланă. «Вăл хăйĕн кĕввине тупнă,– тенĕ. – Сасси ун лăпкă, чун-чĕререн тухакан сасă. Сăнарлă сасă. Шухăша чăваш чĕлхипе уçăмлăн калама тăрăшать. Рабочи пулнăран та-и, кирек мĕнле ĕçе те, пикенсе, çын пăхса савăнмалла тирпейлĕ тăвать. Лăпкă çын, вĕресе, çатталанса кĕрсе каяканскер мар...».
Тавтапуç тейĕпĕр поэта тăван енĕмĕрсене савса-юратса сăнарланăшăн.
М.ВАСИЛЬЕВ.