21 октября 2013 г.
Мĕтри Кипеке çавра юбилейĕ ячĕпе асăнса чыслама Туçи Çармăс шкулĕн коллективĕ тимлĕ хатĕрленнĕ. Писатель пурнăçĕпе пултарулăхне сума суса астутарма паха сценари маçтăрланă. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Туçи Çармăспа Тимĕрçкассине киле-тăран хăнасем малтан шкулпа тата кунти музейпа паллашрĕç. Уява мăнаçлăх кÿнисен йышĕнче: чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, паллă ăсчахсем – Виталий Станьял, Надежда Иванова (çуралнă-ÿснĕ çĕршывĕпе Мăн Элмен хĕрĕ), çыравçăсем – Юлия Силэм, Николай Краснов (çуралнă-ÿснĕ çĕршывĕпе Вăрманкас ывăлĕ), нумай конкурссен лауреачĕ – Клара Осокина юрăç (çуралнă-ÿснĕ çĕршывĕпе Аçăмçырми хĕрĕ), Сергей Саманташ поэт (çуралнă-ÿснĕ çĕршывĕпе Кăмаш ывăлĕ), нумай кĕнекесен авторĕсем – Валерий Кошкин поэтпа Станислав Отрыванов тавра пĕлÿçĕ (çуралнă-ÿснĕ çĕршывĕпе пĕри Хăмăшран, тепри Мачамăшран). Тĕл пулăва, унчченхиллех, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене чĕнсе илнĕ.
«Алран кайми...» юрă янăрать. Пурте ура çинче. Юрă пурне те пĕрлештерет. Асилÿсем, писателе халалланă хаклавсем – пурте пухăннисен ăс-хакăлне пуянлатмалли сăмахсем. Анита Маркова чун тĕпĕнчен тухнă хăйĕн хитре сăввине вулать. Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен çитнĕ пултарулăх ушкăнĕ (Саша Максимов, Виктория Николаева) драмăри рольсене выляса кăтартать. Дмитрий Афанасьевича астăвакансем калашле, вăл ĕмĕрлĕхе халăх асне кĕнĕ, ăна вулаканĕсем малашне ытларах та пулĕç. С.Саманташ калашле, Мĕтри Кипек шайĕнчи çыравçăсем 100 çулта пĕрре çуралаççĕ.
Литературăн çак уявне пуçламăшĕнчен вĕçне çити çырса та, ÿкерсе те илнĕ. Пысăк пуянлăх. Ăна район культурин çÿпçине хывмалăх калăпласчĕ.
Р.ФЕДОРОВА,
район администрацийĕн
вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ.