Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Утмăлтурат»: яланах чечекре

09 октября 2013 г.

Ярмушкари «Утмăлтурат» юрăпа ташă ансамблĕн ячĕ анлă сарăлчĕ. Ĕнер анчах Нурăс енче çÿретчĕç, паян, авă, Вăрнара персе çитнĕ, ыран Йĕпреç енне çул тытасшăн... Çĕньял Нурăсра хытă тĕлĕнтерсе хăварнă, хăнасем кунта ял уявне хастар хутшăннă. Икĕ сехет ытла юрланă, ташланă. Пурте хăйсен – хăйсем суйласа калăпланă программа, хăйсем çĕлесе-ăсталаса хатĕрленĕ костюмсем, хăйсем сăвăланă такмаксем... Илемлĕ пултарулăхпа çирĕмĕн пĕр йыша пĕрлешнĕ. Коллектива пĕтĕмĕшпе Галина Александровна Лаврова йĕркелесе ертсе пырать. Талантлă пулăшуçисем пур. Çав шутра пĕр мăшăр Сорокинсене – Геннадийпе Венерăна палăртас килет, сцена жанрĕсемпе вĕсем тахçантанпах ĕçлеççĕ. Александр Николаевич Алексеев баянпа çăмăл вылять, вĕçсе каясла ташлаттарма пултарать. Питĕ маттур тепĕр музыкçă – Елена Моисеевна Васильева. Мускавра ĕçленĕ чухне ăна паллă-чаплă телеертÿçĕ Анна Шатилова хăйĕн ятĕнчен йыш умĕнче тав туса саламласа купăс парнеленĕ. Солисткăсем – Зинаида Маркова, Елена Васильева, Маргарита Соколова, Мария Немилова, Нина Терентьева, Николай Коротков чăваш халăх юррисене нумай пĕлеççĕ, янăравлă уçă сасăпа шăрантараççĕ, вырăсла та юрлаççĕ.

Чăваш халăхĕн савнă юрăçи Ираида Вдовина çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май республикăра ун ятне халалланă смотр-конкурссем пыраççĕ. Ярмушкасен «Утмăлтуратĕнчен» Йĕпреçри смотра хутшăнма тăватă номер суйласа илнĕ: «Нимене», «Аннесен юрри», «Ватăлатпăр çав, тăван», «Хорошо весной...».

Ансамбль ятне тĕрĕс палăртнă: çурхи янкăр кăвак тÿпе тĕслĕ утмăлтурат техĕмлĕ хура çăкăр пиллекен ыраш пуссине килĕштерет, уйрăмăнах йĕкĕрлĕ пучах шăркана ларнă вăхăтра хитре. Ялти пултарулăх ушкăнĕ вăхăта пăхмасăр – ялан чечекре. Унăн хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕхĕ те пур. Çĕньял-нурăссене, авă, хăйсен сăри-кучченеçĕпе хапăлласа сăйланă, ял уявне пур енлĕн, тĕслĕхлĕн сăнарласа кăтартнă.

М.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика