09 октября 2013 г.
Фекла Николаева 1924 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кÿлхĕрри ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çивĕч, ĕçчен çынсем пулнă. Елена Андреевнăпа Николай Васильевич пĕр хĕрпе тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Çемье вăйĕпе пухнă пурлăха ăмсанса тата патшалăха тыр парса татман тесе Медведевсене 1937 çулта репрессилеççĕ. Ашшĕ пускилти Султан Йăванĕпе аякка ĕçлеме тухса тарать. Амăшĕ пилĕк ачипе пĕчченех тăрса юлать. Аслă ывăлĕ Антун вăрманта ĕçлесе чирлесе вилет, Саньккăпа Данил 9–11 çулта анчах пулнă.
Килти выльăх-чĕрлĕхе – лашапа ĕнене, пăрăва, виçĕ сыснана, сурăхсене – пĕр каçра хуса тухса каяççĕ. Витесене, кĕлетсене колхоз валли пăсаççĕ. Пÿртне малтан шкул вырăнне усă курнă. Хвакла (Фекла) хăйсен килĕнче пĕр çул вĕренет. Тепĕр çулне пÿртне пăсса шкул тума тесе правлени çумне куçарса лартаççĕ.
Амăшне Çĕрпÿ тĕрмине тытса яраççĕ. Хваклан тертлĕ пурнăç пуçланать. Хăраса ÿкмест, Турри ăна ырăлăх-сывлăх пиллет. Ачасене хура пÿрт анчах парса хăвараççĕ пулин те, пиччĕшĕ Митя тăрăшнипе çурт тăррине улăм витеççĕ, анчах та ăна çав çулах çил-тăвăл вĕçтерсе каять. Кĕçĕн ачи чирлесе вилет. Амăшĕн тĕрмере сывлăхĕ хавшанă, вăл киле аран çаврăнса çитет.
Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнсан вун çиччĕ те тултарман хĕрачана вăрман касма яраççĕ. Вăрçă чарăниччен те вăрмантан тухса кураймасть. Тăхăнмалли çук, урара çăпата анчах. Хĕре Сăр хĕррине окоп чавма та ярасшăн пулнă. Тăлăха хĕрхенсе тата вăрманта ĕçленине пула колхоз председателĕ Николай Смирнов Вăрнарти хатĕрлев кантурне тĕк татма ярать.
Пиччĕшĕ Митя юнлă çапăçу хирĕнчен таврăнайман, вăрçă чарăннă кун вилнĕ. «Митя вăрçăран таврăннă пулсан çăмăлрах пулатчĕ те», – терĕ Хвакла акка.
Вăрçă хыççăн виçĕ хĕре Анат Тагила чукун çул тунă çĕре вăйпах яраççĕ. Вĕсем чул авăртнă çĕрте ĕçлеççĕ. «Тăватă мăшăр çăпата пĕр эрнене те çитмерĕ, çĕтĕлсе пĕтрĕ», – каласа парать Хвакла аппа. Çăвăнмалли пулман, пыйтланса та кайнă.
Фекла Николаева 1957 çулта Калинино салинчи апат-çимĕç комбинатĕнче ĕçлеме пуçлать. Тăхăр çул Кÿлхĕрринчи шкулта техничкăра вăй хурать, пенсие тухиччен вунă çул Калининăри ДРСУра рабочире тимлет.
Халĕ Хвакла аппа пĕчченех пурăнать. Ватă пулсан та унăн кил-çуртĕнче таса, тирпейлĕ. Пахча çимĕç туса илет, чăхсене пăхать. Тăхăр вунă çула çывхарать пулин те, хаçат çырăнса илет, телевизор пăхать, чăвашла кĕнекесем вулать.
Ĕçлемесĕр ларсан юн çывăрать, тет кинеми.
М.СЕРГЕЕВА.
Кÿлхĕрри.