Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлесе хатĕрленĕ

07 октября 2013 г.

Аçăмçырми тăрăхĕнче вунпĕр ял. Тăватă культура çурчĕ. Çак таврари ĕçченсем уява чаплă тăвасшăн хатĕрленнĕ.

Поселени ертÿçи О.Петров пухăннисене саламласа ăшă сăмахсем каларĕ. Вĕри шÿрпепе сăйларĕç. Культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Анатолий Никитин юррисем янăрарĕç. Малтикас Ялтăрари «Топотушки» ушкăн ташларĕ (ертÿçи Е.Ананьева). Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче вĕренекенсем (С.Иванова, Е.Солонина) юрларĕç. Аçăмçырминчи пултарулăх ушкăнĕ чăваш ташшисене кăтартрĕ.

Юпшик Ялтăрари Е.Владимировăпа З.Африканова, Малтикас Ялтăрари В.Прокопьевăпа В.Кураков юрланине пурте питĕ килĕштерчĕç. Туясене аяккалла сирсе, такмак каласа сиксе тăрса ташлакансем те тупăнчĕç. Фольклор ушкăнĕ туй ирттерчĕ (ертÿçи Светлана Семенова). О.Ефремова, Н.Андреева пултарулăх тĕлĕшĕнчен уява тимлĕ хатĕрленнĕ.

Н.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика