Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире перекетлĕхе хăнăхтарнă

09 сентября 2013 г.

В.А.Ивановпа С.В.Валерианов статйисене вуланă хыççăн тепĕр темăна тĕплĕнреххĕн хускатассăм килчĕ. Райĕçтăвком тытăмĕнче, ял хуçалăх производство управленийĕнче, экономика службин ятарлă пайĕ ĕçлетчĕ. Воля Афанасьевич район аталанăвне курăмлă пай-тÿпе хывнă сумлă çынсене астуса пайтах илсе кăтартнă. Çав шутра И.Ф.Федорова (Шайбина) тĕп экономист та пур.

Ирина Федоровна пурăнать-ха. Тăхăр вун тăваттăра пулсан та, тухкаласа çÿрет, ĕçтăвком управленинче пулнă лару-тăрăва, районта пĕрле ĕçлеме тивнĕ юлташĕсене çивĕч ăсĕпе хакласа асилет. Экономика пайĕн пирвайхи начальникĕ Валентин Аврамович Мурашкин çамрăклах питĕ пултаруллă экономист шутланнă. Ăна ахальтен мар патшалăх план пайĕн председательне Шупашкара куçарчĕç. Ирина Федоровна ун хыççăнхи пуçлăхсенчен иккĕмĕшчĕ. Вăл колхоз-совхозри пирĕн йышши специалистсене пайтах вĕрентнĕ, экономистсене, бухгалтерсене хуçалăх ертÿçисемпе пĕрле пухса калаçатчĕ. Йăнăшсенчен маларах асăрхаттарни кайран айăпланинчен усăллăрах.

Экономика пайĕн начальникĕнче, çавăн пекех, Татьяна Сергеевна Воробьева нумай çул тăрăшрĕ. Унчченхисем пекех, шут ĕçченĕсемпе, хаçатпа çыхăну тытма юрататчĕ, вырăнти радиопа туха-туха калаçатчĕ. Управленири пултаруллă, ырă кăмăллă тепĕр экономиста Елизавета Ивановна Ивановăна манаймастпăр. Районăн экономика службинче 26 çул (каярахпа госстатистикăн районти пайĕн начальникăн заместителĕ) кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрчĕ, нумай наградăсене тивĕçлĕ пулчĕ. Çак юлташсем отрасльсен экономикине тĕплĕ тишкерсе малашнехи плансене хатĕрлеме хастар хутшăннине уйрăммăн палăртни вырăнлă.

Экономика службин ĕçченĕсене эпĕ çывăх пĕлнĕ. Ку профессие хам та килĕштернĕ. 1970 çулта Шупашкарта планпа экономика техникумне пĕтертĕм, 1975-мĕшĕнче Хусанти институтра производство экономикине йĕркелеме аслă пĕлÿ илтĕм. Совет Союзĕпе Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствисенче кадрсен квалификацине ÿстерекен институтсенче малалла вĕрентĕм. 1968 çултан пуçласа тăван енре – «Знамя» колхозра, «Колос» совхозра, хуçалăхсем хушшинчи «Колос» предприятире экономист, тĕп экономист пулнă. Специальноçе кура, район администрацийĕн оргпайĕнче ĕçлерĕм.

Мана ăнлантăр пуль: районти ял хуçалăхĕн летопиçĕнче, паттăр ĕçченсен ретĕнче, экономистсене те курас килет. Карл Маркс ячĕпе хисепленекен, «Янгорчино» предприятисем шăпах ĕнтĕ экономикăна мала хунăран ÿсĕмлĕ аталанаççĕ. Çавалкасри Ольга Арсентьевна Федорова экономикăпа бухгалтери службине 1975–2005 çулсенче вăйлă тытса пычĕ, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ ятпа ĕçлесе, эстафетăна шанчăклă алла тыттарчĕ. Колхоз юхăмĕн ветеранĕ Георгий Ильич Андреев (1976–1994 çулсенче Çĕрпел – Туçи Çармăс тăрăхĕнчи колхозсен председателĕ) пĕлтернĕ тăрăх, «Янгорчино» ял хуçалăх предприятинче шут ĕçне Екатерина Варсонофьевна Кузьмина тĕплĕ пĕлет, тимлĕ ĕçлет. Халь пенсие тухнисенчен «Гвардеец» колхозри Геннадий Ильич Ильина, «Звезда» колхозри Анатолий Семенович Семенова, Ленин ячĕпе хисепленекен колхозри («Кольцовка») Михаил Григорьевич Григорьева, «Самолет» колхозри Иван Алексеевич Филиппова мухтаса асилетпĕр. Иван Алексеевич ялта кăна мар, тĕп бухгалтер, инженер-экономист должноçĕсемпе предприятисенче те ĕçлесе курнă. 1969 çулта вăл делегат шучĕпе Мускавра Колхозниксен Пĕтĕм Союзри съездне хутшăнчĕ.

Шухăшласа танлаштарма пĕлекенсем валли хăш-пĕр цифрăсем илсе кăтартас килет. Çирĕм çул ытларах каялла эпир 36566 гектар çинче тырпул тунă. Юлашки 5 çуллăхра гектартан вăтамран 23 центнер тĕш тырă, 200 центнера яхăн çĕрулми пухса кĕртнĕ. 44 пин гектарăн кашни 100 гектарĕ пуçне 53 ĕне выльăх, 57 сысна ĕрчетнĕ. Патшалăх планне тырăпа 104 процент (45300 тонна), çĕрулмипе 117 процент (69000 тонна), пахча çимĕçпе 105 процент (4000 тонна), сĕтпе 102 процент (50195 тонна), аш-какайпа 106 процент (16901 тонна), çăмпа 135 процент (963 килограмм) тултарнă. Тупăш тăвассипе, рентабельнăçпе «Янгорчино», «Гвардеец», «Звезда» колхозсем, «Вурнарский» совхоз ялан малта пынă. Çав хуçалăхсенче фермăсен, механизаторсен кадрĕсем пысăк пĕлÿллĕччĕ.

Ялан ĕçри тракторсем районĕпе 1016 пулнă. 10700 çын экономика шкулĕсенче, 156-ăн партхозактив шкулĕнче вĕреннĕ. Тĕрĕсех йыхравлать çамрăк йыша С.Валерианов: пĕрмай вĕренмелле, унсăрăн халь пушшех май çук, пĕтĕмпех кадрсенчен килет. Семен Валерианович Беларуç Президенчĕ каланисене ăша хывнă. Эп те вуланă: «Яла мĕн кирлине пĕтĕмпех паратпăр, – тет Александр Григорьевич, – техника, удобрени, стройматериал. Коммуналлă хуçалăха 70 процент таран дотацилетпĕр. Экономикăна йăлтах вырăнти хамăрăн чĕр таварпа çыхрăмăр. Пирĕн мĕнпур посольство экономикăшăн ĕçлет. Влаçпа экономикăри чи кирлĕ должноçсене Президент реестрне кĕртнĕ...».

Укçа шута юратать, экономика перекетлĕ пулмалла, теттĕмĕр. «Колос» сысна комплексĕнче, çирĕм çул хушшинче, учетпа отчет ĕçне эпĕ контрольте çирĕп тытнă. Танлаштаруллă анализ пире пăтăрмахсенчен хăтарнă, аталанма пулăшнă.

Н.ВИКТОРОВ,

пĕрремĕш категориллĕ экономист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика