Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе тĕллевлĕ усă курасчĕ

02 сентября 2013 г.

Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пĕр миллион ытларах гектар шутланать. Анчах чылай чухне çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курмаççĕ: ял хуçалăх культури акса çитĕнтерес вырăнне нумай çĕрте çум курăкĕ алхасать е йывăç-тĕм ешерет. Çĕрĕн малтанхи сăн-сăпатне кĕртме мĕн чухлĕ вăй тата тăкак кирлĕ. Кун пек çĕрсене республикăн чылай районĕнче тупса палăртнă.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ хуласемпе районсенчи çĕрпе усă курас тата ăна сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен инспекторсемпе канашлу-семинар ирттерчĕ. Унта Управленин çĕр надзорĕн пайĕ июльте ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Асăннă тапхăрта 4 пин гектар çĕр çинче 226 тĕрĕслев ирттернĕ. Çĕрпе тĕллевлĕ усă курман 115 тĕслĕхе тупса палăртнă, йĕркесĕрлĕхе пĕтерме 61 предписани панă, административлă йĕркене пăсни çинчен 28 протокол çырнă.

Вăрнар районĕнче июльте 87,5 гектар çинче 5 тĕрĕслев ирттертĕмĕр, çĕрпе тĕллевлĕ усă курман 2 тĕслĕхе палăртрăмăр. Йĕркесĕрлĕхе пĕтерме икĕ хушу панă.

Çĕрпе кирлĕ пек усă курманнисĕр пуçне тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕре тара илнĕ чухне килĕшÿсене саккуна пăсса тунине те асăрханă.

Канашлура инспекторсем усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем нумаях маррине пĕлтерчĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче ытларах пĕрчĕллĕ культурăсем акса тăваççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, нумай çул ÿсекен курăк туса илеççĕ.

2013 çулăн виççĕмĕш кварталĕнче республикипе 800 ытла тĕрĕслев ирттерме палăртнă. Çакăн калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан темиçе хут пысăкрах.

2014 çулта предпринимательсемпе предприятисене, организацисене тата учрежденисене плана кĕртсе тĕрĕслесси пирки те калаçу пырать.

Çакна палăртмалла: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене усă курмасăр пушă вырттарни Çĕр саккунне пăсни шутланать. Çакăншăн уйрăм çынна 2000 – 5000 тенкĕ, должноçри çынна 4000 – 6000, предприятисемпе организацисене тата учрежденисене 80000 – 100000 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Эпир тăратнă сведенисем тăрăх республикăри налук служби тĕллевлĕ усă курман çĕрсен налук виçине кадастр хакĕнчен 1,5 процент таран ÿстерме пултарать. Кунсăр пуçне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 3 çул ытларах тĕллевлĕ усă курмасăр, пушă вырттарсан çĕре саккунпа килĕшÿллĕн туртса илме те пултараççĕ.

Çĕре хăй ирĕккĕн йышăннăшăн тата тĕллевлĕ усă курманшăн малашне штраф виçине кадастр хакне шута илсе тÿлеттерме палăртаççĕ. Халĕ штраф виçине шутланă чухне çĕр лаптăкĕн уйрăмлăхĕсене пачах шута илмеççĕ: çĕре хăй ирĕккĕн йышăннишĕн, сăмахран, 10 соткăшăн та, 10 гектаршăн та пĕрешкел штраф параççĕ.

Штраф тата налук тÿлеттернĕ укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вырăнти бюджета каять, çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ял хуçалăх çĕрĕсене тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсене тупса палăртма тăрăшмалла, акт çырса Росреестра пĕлтермелле.

Çĕр надзорĕн инспекторĕсем малашне те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе саккуна пăсмасăр, тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслесех тăрĕç, айăплисене явап тыттарĕç.

Сергей Мулюков,

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика