Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен юратнă çыравçи

02 сентября 2013 г.

Ачасен

юратнă çыравçи

 

Марфа Дмитриевна Трубина (Трубина Марфи) – чăвашсен ача-пăча литературине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 125 çул çитет.

Кĕнеке палатинче Трубина Марфин 28 кĕнеки, пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса тухнă сăввисемпе юмахĕсем, калавĕсемпе повеçĕсем питĕ тирпейлĕн упранаççĕ, паян кун та çамрăксене ĕçчен те ырă кăмăллă, ăслă, хăюллă пулма вĕрентеççĕ, вулакансен чĕринче ырă туйăм çуратаççĕ. Хĕрарăм-çыравçă çинчен çырнă паха материалсем те сахал мар кунта.

М.Д.Трубина 1888 çулта Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1903–1909 çулсенче, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Шăпах çак шкулта вĕреннĕ чух М.Трубина этемĕн пурнăçри пысăк тĕллевĕсем çинчен шухăшлама хăнăхса пынă. Кунта вăл К.Иванов, Н.Шупуççынни сăвăçсемпе, Ф.Павлов, С.Максимов композиторсемпе хутшăннă. Вырăс çыравçисен И.С.Тургеневпа Л.Н.Толстой, А.С.Пушкинпа Н.В.Гоголь произведенийĕсемпе паллашнă. А.В.Кольцов поэзийĕпе çунатланса хăй те сăвăсем çырма тытăннă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк учительница Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçĕнчи земство шкулĕнче, ун хыççăн ĕмĕр тăршшĕпех тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ.

1919 çулта çамрăк çыравçăн Хусанта «Чăваш юмахĕсем» ятлă пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Çакăн хыççăн «Шурăмпуç», «Сунтал», «Канаш», «Çамрăк хресчен», «Ĕç хĕрарăмĕ», «Трактор» хаçат-журналсенче унăн сăввисемпе калавĕсем тăтăшах пичетленме тытăннă.

Трубина Марфин пултарулăхĕ ытларах прозăра вăй илнĕ. Кунта хăй калас тенине уçăмлăраххăн та çивĕчреххĕн, анлăраххăн çавăрса илсе сăнарсене витĕмлĕрех кăтартса панă. «Эрех çулĕ», «Пасар кунĕ» калавсенче çыравçă кивĕ йăла-йĕркене питленĕ, ĕçке ерни çынна чĕрĕллех вилĕм шăтăкне чикнине сăнласа кăтартнă.

Ача-пăча литературин никĕсне хывас тата ăна аталантарас тĕлĕшпе М.Трубина нумай вăй хунă. «Пукане», «Автан автать», «Куян юрри», «Марук чăххи», «Кăсăя» сăввисем ачасене туслă пулма, ĕçе юратма вĕрентнĕ. «Хĕрлĕ галстук», «Ача-пăча сăввисем», «Марине», «Пĕчĕк бригадирсем», «Асăнмалăх, савăнмалăх» кĕнекисенче те тĕп геройсем – ачасем. Çур ĕмĕре яхăн шкулта ĕçленĕскер, М.Трубина вĕсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, ĕмĕчĕсене, туртăмĕсене лайăх пĕлнĕ. Вĕсенче автор ачасене Тăван çĕршыва юратма, халăхшăн тăрăшма, ĕçчен те ырă кăмăллă, çулăмлă патриотсем пулма вĕрентнĕ. М.Трубина хайлавĕсем çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре пысăк вырăн йышăннă. Çавăнпа ĕнтĕ унăн нумай хайлавне шкул хрестоматийĕсене кĕртнĕ.

М.Трубинан пултарулăхĕнчи тепĕр пысăк тема – хĕрарăм кун-çулĕ. Асаплă та хĕн-хурлă пулнă унăн пурнăçĕ. Самана пусмăрне те, çемьери танмарлăха та тÿссе ирттерме тивнĕ хĕрарăмăн. «Малалла» повеçри Наçтук, «Ĕç тухмарĕ» калаври Мариç, «Мучар» повеçри Аннушки, «Хÿтĕ вырăнта» повеçри Санюк тата ытти сăнарсем те çакнах кăтартса параççĕ. Хĕрарăм çĕнĕ пурнăçшăн епле кĕрешнине те сăнланă çыравçă.

Педагог тата çыравçă драмăлла произведенисем те сахал мар çырнă. «Çĕр чĕлхи», «Килет», «Телейсĕр хĕр» пьесăсенче вăл 1917 çул хыççăнхи чăваш ялĕнчи класс кĕрешĕвне сăнланă. «Çĕнтерчĕ» пьеси вара 1927 çулта уйрăм кĕнекен çапăнса тухнă, «Канаш» союзĕн илемлĕ литература ăмăртăвĕнче 5-мĕш преми илнĕ.

Хĕрарăм-çыравçăн пултарулхĕнчи чи паллă произведени – «Ача чухнехи» повесть. Ăна вăл хăйĕн пурнăçĕн юлашки çулĕсенче сывлăхĕ начарланса пынă чухне автобиографиллĕ пулăмсене тĕпе хурса çырнă. Кунта автор хăй мĕнле кил-йышра, ăçта çурални çинчен, Чĕмпĕрти чăваш шкулне, И.Я.Яковлев патне вĕренме тухса кайнă самантчен мĕнле пурăнни, мĕн курни-илтни, мĕн-мĕн тÿсни çинчен йĕркипе çырса кăтартнă. Унта 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш ялĕн сăн-сăпачĕ анлăн та тĕплĕн сăнланнă.

Халăха вĕрентес тĕлĕшпе нумай тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн Трубина Марфине Ленин орденĕпе, медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă, Чăваш АССР шкулĕн тата РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене панă.

Сăмах ăсти М.Д.Трубина пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 57 çул иртрĕ. Апла пулин те унăн хайлавĕсем халĕ те пурăнаççĕ, вулакансен çĕнĕрен çĕнĕ ăрăвĕсене савăнăç кÿреççĕ, ăç-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянлатаççĕ. 

Елена Арланова,

Чăваш Республикин кĕнеке палатин

пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика