02 сентября 2013 г.
Ертÿçĕ – эппин, ĕç çыннине çывăх
Ĕçлĕ кун-çулăмăн çур ĕмĕрĕ тăршшĕнче яланах çын хушшинче пулма тиврĕ. Колхозник пурнăçне аван пĕлетĕп: ялта ÿснĕ, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта производство бригадинче колхозра тăрмашнă, Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă. Çарта (1961–1964 çулсем, ПВО) радиолокаци станцийĕн операторĕ пулнă май хĕсметри служба ответлăхне çирĕп хăнăхнă, офицерсене генералсем таранах пĕлнĕ. Вăтам шкул хыççăнах Украинăри Краснодонри çĕр кăмрăкĕ кăларакан шахтăсенче забойщикра тарларăм, Олег Кошевой ячĕпе хисепленекеннинче шахтерсемпе çывăх туслашрăм, вĕсен çăмăл мар çĕклемне лайăх ăнланатăп, пăтăрмахлă лару-тăрăва сахал мар чăтнă. Харьковри сăрт-ту институтĕнче инженер-экономиста вĕрентĕм, производствăра рационализатор, изобретатель шутланнăран, ученăйсемпе хутшăнса канашламаллисем тупăнатчĕç. «Краснодонуголь» трестра экономика службине ертсе пынăран, çĕр кăмрăкĕ кăларакан регионсен отрасльти ревизи комиссийĕн председателĕ пулнăран, Украинăна, Совет Союзне тăрăх та урлă пайтах хутланă, Сахалина нумай хутчен Мускавран çÿренĕ. Обществăпа политика ĕçне активлă хутшăннăран, парти лидерĕсене паллатăп. Пĕр сăмахпа, пурнăçа эп аялтан-çÿлтен витĕр курнă, «пуçлăх», «ертÿçĕ», «начальник», «председатель» йышши ăнлавсене хаклама вĕрентĕм пек туйăнать.
Район хаçатĕнче пĕлтĕр В.А.Иванов çырнине вуларăм («Одержимые созидатели»). Халь тата С.В.Валерианов халалĕсемпе («Пирĕн хамăрăн Сталинград пулнă...», «Пĕр-пĕринчен вĕренесчĕ!») паллашрăм. Тава тивĕçлĕ ветерансен пиллевлĕ тĕп шухăшне, ман шутпа, кĕскен çапла ăнланмалла: сана çынсемпе ĕçлеме шанчĕç пулсан, çав çынсемшĕн ялан яваплă пул, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкел пурăн, ĕç çыннине çывăх тăр, ÿсĕм коллективпа пĕрле кăна килет. Тата: ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен!
Мана хăватлă ертÿçĕсем çумĕнче çитĕнме шăпа пÿрнĕ. Чинушăсем хăйсемех сирĕлсе ÿксе юлатчĕç. Чи курăмлă тĕслĕх маншăн – Украинăн хальхи Президенчĕ Виктор Янукович. Ăна Донецк облаçĕн губернаторне, Украина республикин премьер-министрне лартнă чухне эп уншăн агитациленĕ, Президент суйлавĕн кампанинче «Регионсен партийĕн» шаннă çынни (довереннăйĕ) пултăм. Виктор Федоровича 90-мĕш çулсенчен пĕлнĕ, палланă. Украинсен хальхи çулпуçĕ-лидерĕ 1950 çулта рабочисен поселокĕнче (Енакиево, Донбасс) пăравус машинисчĕпе медсестра çемйинче çуралнă. Ĕçлĕ кун-çулне шахтăран пуçланă. Çичĕ çулхи ача 1-мĕш класа 5 çухрăмри шкула утнă. Икĕ хутчен çăла анса кайса çăлăннă. Икĕ хутчен судпа айăпланнă (ачаллă ватă çынсене хĕрхенсе вĕсен айăпне хăй çине илнĕ). Судсен решенине каçару ыйтса пăрахăçланă (çамрăк çын çавăншăн вунă çул чупнă! Характерĕпе позицийĕн палли вĕт-ха ку!). 26ра ăна «Орджоникидзеуголь» пĕрлешÿре автобаза йĕркелеме шаннă. 34ра вăл кăмрăк промышленноçĕнчи автопредприяти директорĕ, 47ре Донецк облаçĕн губернаторĕ, 54ра – Премьер-министр. Кĕçех вара – Президент. Управлени теорийĕпе хытă интересленет, доктор диссертацине çав темăпа хÿтĕленĕ. Эп ăна шахтерсен умĕнче те, партактивсенче те курнă. Вăл никама уйăрмасăр пуринпе те тăван пек, пуринпе те танăш çын, рабочие, ĕç çыннине чунтан хисеплени тÿрех курăнатчĕ. Донецкра (ун чухне вăл автосервис гендиректорĕччĕ) пĕррехинче пуху хыççăн ăна «сăмавар хушшинче» юлма ыйтрĕç. «Савăнтартăр! – терĕ Виктор Федорович, – сирĕн çитĕнÿсемшĕн!» – тулли стакана сулахай ал туни варринче лартрĕ те тем самантра шалт! ÿпĕнтерчĕ: «Паттăр пулăр!». Украинăри ĕç халăхĕ (çапла, пĕтĕмĕшпе – рабочисем, колхозниксем!) пепке каяшĕ тĕслĕ революцин синкерне тĕрĕс ăнланса илчĕ те – Президента Виктор Януковича суйласа илчĕ. Янукович – халăхшăн, хуçалăхри аталанушăн, ялта пĕр колхоза та путлантарман, пуянсемпе чухăнсене ик енне уйăрса вĕсем хушшинче курайманлăх хÿми çĕклемест. Семен Валерианович калашле, ертÿçĕре шăпах çавнашкал çынсем – халăхран тухнисем, халăхран хăпманнисем кирлĕ.
Украинăра «Советская Чувашия» хаçата илсе тăраттăм. Раççее каçса Вăрнарта тĕпленсенех «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çырăнтăм. Тăван район ĕçĕ-хĕлĕпе арăмпа иксĕмĕр те шутсăрах кăсăкланатпăр. Вăрнарсен ÿсĕмлĕ утăмĕсене курас килет. Суйлав кунĕ çывхарнă май, çапла калăттăм: вырăнти влаçра хура çĕр çинче, заводри станок умĕнче тарласа ÿснĕ çынсене курасчĕ. Чиншăн мар, çыншăн – Пурнăç çыннишĕн сасăласчĕ.
Иван ЗАХАРОВ,
инженер-экономист,
сăрт-ту техника службин
подполковникĕ.