Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш писателĕсем муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, организацисен ертÿçисене, пайтаçăсене чĕнсе калани

28 августа 2013 г.

2013 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательстви пуçарнипе республикăра «Кĕнеке парнелетĕн-и; Тĕнче парнелетĕн!» ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланнă. Çакă ырă пуçарăва çул парса общественноçа чĕнсе калатпăр: çамрăк ăрăва, ачасем мĕн вуланине, пурнăçра мĕнле хаклăхсене тĕпе хунине тимлеме вăхăт.

Чăваш чĕлхине аталантарас, сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва вулав енĕпе кăсăклантарас çивĕч ыйтусем кама хумхантараççĕ, çавсене Чăваш кĕнеке издательствин пуçарăвне çул пама чĕнсе калатпăр. Кашни çулах вăл ача çурчĕсене, вĕренÿпе культура учрежденийĕсене çĕр-çĕр экземпляр кĕнеке парать.

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, вулакан наци çеç тĕнче шайĕнчи илемлĕ хайлавсем çырать. Телекуравпа Интернет нацин ăс-хакăл пурнăçĕнче кĕнекене улăштарма пултараймаççĕ. Вулав ыйтăвĕ Раççей халăхĕсен чĕлхисене сыхласа упрас ыйтупа тачă çыхăннă. Литература, ĕмĕрсем хушши упраннă культура еткерĕ, хальхи тата пулас ăрусен ăс-хакăл аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Ачасем вуламанни уйрăмах пăшăрхантарать. Ача-пăча библиотекисен фончĕсем кивелнĕ. Вĕсенче çитĕнекен ăрусем хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне тупмалли кĕнеке сахал. Çул çитмен ачасен хушшинче вулав кану мелĕ пулма пăрахрĕ. Ача-пăча кĕнекисен тиражĕсем палăрмаллах чакаççĕ. Вулава сарас ĕç кирлĕ пек пулса пымасть.

Темиçе ĕмĕр çивĕч шутланакан ыйтусемпе ачасене тата çул çитмен çамрăксене вулама çĕнни мĕн сĕнейĕн; Апла пулин те ку чухнехи авторсем ача-пăчапа вĕсен чĕлхипе калаçма пĕлеççĕ, Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн миссине пурнăçлать: тивĕçлĕ ал çырăвĕсем кĕнекесем пулса тăраççĕ. Халăх юмахĕсем, повеçсемпе калавсем пичетлеççĕ, вĕсенче ку чухнехи ачасен шалти пуян тĕнчине уçса параççĕ. Анчах та, шел те, республикăра кăларакан кĕнекесенчен хăшĕ-пĕрисем хăйĕн вулаканĕ патне çитеймеççĕ.

Паян пысăк культурăллă, ăслă-тăнлă çынсене пăхса ÿстерес енĕпе пĕлтерĕшлĕ тепĕр утăм тăвăр, ача-пăчана кăсăклă, çĕннине пĕлмелли вулав тĕнчине парнелĕр. Пĕлÿ кунĕ умĕн чăваш кĕнекисем туянса шкул тата тĕслĕх вулавăшсене, ача çурчĕсемпе интернатсене, нумай ачаллă çемьесене парнелĕр!

П.В.АФАНАСЬЕВ,

Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

С.Л.ПАВЛОВ,

Чăваш Республикин халăх писателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ю.С.СЕМЕНТЕР,

Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Д.В.ГОРДЕЕВ,

Чăваш Республикин халăх писателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика