Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене – социаллă пулăшу

28 августа 2013 г.

Чăваш енре социаллă политика тытăмне кĕрекен çĕнĕлĕхсем тĕпрен илсен çемьене çирĕплетессипе, ача çуратаслăха ÿстерессипе çыхăннă. 2012 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнчи 1-мĕш "-лĕ «Ачаллă çемьесене патшалăх енчен хушма пулăшу памалли мерăсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн республикăра виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралнăшăн (усрава илнĕшĕн) 100 пин тенкĕлĕх амăшĕн (çемье) капиталне çирĕплетнĕ. Укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе пурăнмалли условисене лайăхлатма, вăл шутра çурт-йĕр хăпартас е туянас тĕллевпе илнĕ кредитăн тĕп парăмне е проценчĕсене тÿлесе татма тата ачана (ачасене) вĕрентме усă курма юрать.

Укçа-тенкĕпе усă курма заявление виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем виçĕ çул тултарсан кирек хăш вăхăтра çырма юрать. Енчен те амăшĕн капиталне çурт-йĕр хăпартас е туянас тĕллевпе илнĕ кредитăн тĕп парăмне е проценчĕсене тÿлесе татма ярас тесен заявление виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсанах (усрава илсенех) тăратма юрать.

Халăха социаллă хÿтлĕх паракан районти пайĕнче республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне илме заявленисем йышăнаççĕ. Ăна çыраканĕн паспорт копине, мĕн пур ачин çуралнине ĕнентерекен свидетельствисене тăратмалла.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 112 çемьене сертификатсем панă, ултă çемье унпа усă курнă.

Чăваш Республикин 2012 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи 82-мĕш "-лĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн виççĕмĕш ача е хыççăнхи ачасем çуралнăшăн (усрава илнĕшĕн) çемьесене уйăхсерен укçа-тенкĕ тÿлевĕ уйăрса параççĕ. Ăна Чăваш Республикин çын пуçне тивекен вăтам тупăшран сахалрах тупăш илекен çемьесене ачасем валли çирĕплетнĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕпе тÿлеççĕ. Ку пособие 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă çемьери виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн вĕсем виçĕ çул тултариччен параççĕ.

Халиччен ку тÿлеве илме 30 çемье заявлени çырнă. Паянхи куна республикăра ачасем валли çирĕплетнĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 6162 тенкĕпе танлашать.

Палăртма кăмăллă, социаллă çак пулăшу мерисем районта ача çураласлăха ÿстерме тата демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май параççĕ.

И.СМОЛИНА, пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика