28 августа 2013 г.
86 çулти Иван Федорович Кондукторова хапăссем хисеплеççĕ, сад ăсти теççĕ
Аслă ăрури çынсенчен тĕлĕнме пăрахмастăн. Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче терт-нуша тутине самаях астивнĕ пулин те пуçа усмаççĕ, çутă ĕмĕт-тĕллевсемпе хавхаланса пурăнма пĕлеççĕ.
– Иçĕм çырли сутма татрăм-ха. Икĕ ещĕк пулчĕ. Кĕркунне те çитет, улмуççи хунавĕсене пасара тухса сутасшăн. Йывăçсем те лартса хăварасшăн-ха,– пĕлтерчĕ Хапăсри Иван Кондукторов.
Иван Федоровичăн сад-пахчине ура ярса пуссанах улмуççин, грушăн, иçĕм çырлин тĕрлĕ сорчĕсене асăрхатăн. Ял çыннисем Иван Кондукторова ахальтен мар ăста пахчаçă тенине хăв куçпа курса ĕненетĕн. Кил хуçи кашни çĕр лаптăкĕпе туллин усă курать. Иçĕм çырли ав кил хушшинче те çитĕнет. Питомникра – 200 ытла улмуççи хунавĕ. «Старк», «Северный синап», «Глостер», «Суворовец» тата ытти сортлисем. Ячĕсене пурне те журналта çырса хунă. Пахчаçă тĕрлĕ сортсене мĕнле çитĕнтерни пирки хавхалансах каласа кăтартрĕ. Иван Кондукторов ятарласа пĕлÿ илмен, сад ĕçĕпе вара çамрăклах кăсăкланма пуçланă. «Çемье чăмăртарăмăр та мăшăрăмпа йывăç лартрăмăр. Вара малалла та сад ĕрчетессипе тăрăшма тытăнтăм»,– терĕ вăл. Иван Федорович кăçал юпа уйăхĕнче 87 çул тултарать. Чун туртăмĕпе ĕçленĕрен, сывă пурнăç йĕркине пăхăннăран пулĕ вăл хăйĕн çулĕсенчен çамрăкрах курăнать, вăр-вар утать. Çапах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнни, яппун самурайĕсемпе çапăçни ахальлĕн иртмен. Иван Кондукторов сапера юнлă вăрçă хирĕнче хытах контузиленĕ. Пуçĕ халĕ те ыратса килет. «Сад-пахчана тухса ĕçлетĕп те чун уçăлса каять, чир-чĕр пирки самантлăха манатăп»,– терĕ кил хуçи.
Иван Кондукторов 1950 çулта салтак аттине хывсан пĕр çулталăк Мускаври «Мосводканалстрой» предприятире вăй хунă. Вăл М. В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне, Мускаври Хусан вокзалне шыв пăрăхĕ кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă. Анчах та Иван Федоровичăн мăй парĕсен туберкулезĕ аталанма пуçланă. Тухтăрсем сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр шухăшлăн пулса ăна: «Кунти климат юрамасть, Чăваш ене таврăнмаллах»,– тенĕ. Медицина ĕçченĕсем калани чăна килет. Тăван енче Иван Федоровича ку чир аптратма пăрахать. Нумай çул Чапаев ячĕллĕ колхозра тÿрĕ кăмăлпа тимлет, тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен хуçалăхăн сад пахчинче те вăй хурать. 1986 çулта «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Ветеран мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Шел пулин те мăшăрĕ сакăр мăнукĕпе тата тăватă кĕçĕн мăнукĕпе савăнаймасть, вăл пурнăçран уйрăлнă. Пĕччен пурăнать пулсан та Иван Федоровичăн пÿртĕнче те, кил картишĕнче те, сад-пахчинче те тирпейлĕ. Теприсене тата ют анкарти хытах илĕртет курăнать. Вĕсемшĕн карта урлă сиксе каçасси ним те мар. «Панулми-груша татчăрах, анчах туратсене ан хуçчăр»,– терĕ ыр кăмăллă мучи.
Иван Федорович пурнăç таппинчен юлас мар тесе 5 тĕрлĕ хаçат çырăнса илет, çав шутра – «Çĕнтерÿ çулĕ» те. Истори темипе çырнă кĕнекесене те вулама юратать. «Библиотекăран кая мар»,– тесе шутласа илетĕн кĕнекесемпе тулли çÿлĕксене курнă май. Иван Кондукторов килти вулавăша тата пуянлатма ĕмĕтленет.
Е.ПОРФИРЬЕВА