Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе ватăлмасть

26 августа 2013 г.

Кĕçĕн Кипекре пурăнакан Роза Порфирьевна Иванова августăн 20-мĕшĕнче 65 çул тултарчĕ. 40 çул хушши вăл ялти шкулта ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçре тимлерĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та шкулта унăн пулăшăвĕ паянхи кун та сисĕнет. Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен çук-и, кĕçĕн класс учителĕсем пĕлĕве ÿстерме каяççĕ-и е тата чирлесси пулать – Роза Порфирьевна хаваспах пулăшма килĕшет.

Роза Порфирьевна 1948 çулта Шĕнер Ишек ялĕнче Соловьевсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Анастасия Антоновна, шкулта 3 çул çеç вĕренме пултарнă. Хăй ăслă та пултаруллă çитĕннĕ, çемьере асли пулнă май, килти ĕçсене пурнăçласа шăллĕсемпе йăмăкĕсене ÿстерме пулăшма тивнĕ. Унăн учительница профессине алла илес ĕмĕтне аслă хĕрĕ Роза тăснă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Роза Канашри педучилищĕне çул тытать. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырса вăл вĕрентекен профессине алла илет. Хыççăн ăна Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ.

Яла килсенех илемлĕ хĕре ялти каччă, Иван Иванов студент куç хывать. Тепĕр виçĕ çултан вĕсем çемье çавăраççĕ. Иван Иванович та çамрăк мăшăрĕпе çав шкултах малтан машиноведенипе черчени, каярахпа математика вĕрентет. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайичченех пĕтĕм вăй-халне парса ĕçлеççĕ, виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ.

Роза Порфирьевна кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ вăхăтра куçăмсăр майпа пединститутăн биологи факультетне пĕтерет, биологи тата ĕç урокĕсене вĕрентме пуçлать. Шкулта вĕрентÿпе опыт участокне йĕркелесе ярать.

Тăрăшса вăй хураççĕ вĕрентекенпе ачасем çак участокра, ирĕн-каçăн тăрăшаççĕ: йăрансем тăваççĕ, темĕн тĕрлĕ пахча-çимĕç, чечек, йывăç лартаççĕ, пăхса тăрса ÿстереççĕ. Тăрăшни сая каймасть, шкулти участок республикăра чи лайăххи пулса тăрать. Районта та нумай çул хушши çак ята тивĕçет.

1988 çулта Роза Порфирьевна Кĕçĕн Кипек шкулĕнче иртнĕ вĕрентекенсен производство бригадисен республикăри 29-мĕш слетне ирттернĕ çĕре пысăк тÿпе хывать.

1989 çултан пуçласа 2005 çулччен каллех кĕçĕн классене вĕрентет, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытать, класс тулашĕнчи ĕçе уйрăмах лайăх йĕркелет.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Роза Порфирьевнăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, РСФСР вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе тата вуншар Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе чысланă. «Учитель-методист», ĕç ветеранĕ ятсене панă.

Роза Порфирьевнăн вĕренекенĕсенчен, чылайăшĕ унăн çулĕпе кайнă. Кĕçĕн хĕрĕ Ира – ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ. Вăл ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентет.

Çулсем иртеççĕ, çапах та чунĕпе ватăлмасть-ха педагог. Вăрман тăрăхĕнче ÿснĕскер, паянхи кун та вăрманпа туслă. Ачасене çырла-кăмпа, мăйăр, усăллă курăк пуçтарма хăнăхтарать. Хĕллехи вăрăм каçсенче алă ĕçĕ тăвать, уйрăмах тĕрлеме юратать.

Мăшăрĕпе, Иван Ивановичпа чăх-чĕп, ĕне-пăру усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, мăнукĕсене те яланах хавас.

Тивĕçлĕ канура пулсан та шкул коллективĕпе тачă çыхăнура мăшăрсем. Концертсенче юрласа савăнтараççĕ, çамрăк педагогсене усăллă канаш, пулăшу параççĕ.

И.АЛЕКСЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика