26 августа 2013 г.
Сăвăран пуçланчĕ Кĕçĕн Кипек шкулĕнче иртнĕ тĕл пулу. 40 çул каялла кунтан 93-ĕн вĕренсе тухнă. Кам яла, кам хулана – пурте Тăван çĕршывăмăр тăрăх саланнă. Шел, 18-ăн пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсене нихăçан та манмăпăр.
Кăмăла çĕклеме нумай та кирлĕ мар: тăван шкул саламлать-çке-ха. Аделина Михайловна Степанова директор пире хаваслăн кĕтсе илчĕ. «Çĕр çаврака. Эп Мăн Явăш шкулĕн ертÿçиччĕ, Аделина Михайловна ман вĕренекенччĕ, халĕ вара мана тăван шкулта директор пулса кĕтсе илет», – терĕ Леонид Таймасов. Ытларах пурте хăйсене тăрăшса вĕрентнĕ учительсене ырăпа асăнчĕç. Уйрăмăнах: Екатерина Ильиничнăна – нимĕç чĕлхи вĕрентекене, Сергей Николаевича – физика учительне, Валентина Васильевнăна – биологи учительне, Аркадий Ивановича – физкультура учительне.
Вĕренсе тухнисенчен ытларахăшĕ учитель профессине суйласа илнĕ. Кашни пилĕк çулта пухăнсан та, тĕл пулăва хальччен килейменнисем те çитнĕ. Сăмахран, Анна Андреева, Услантăр Енĕш хĕрачи, Якутинчен самолетпа вĕçсе килнĕ. Хыпарсене Интернет урлă пĕлнĕ. Хаклă сувенирĕсем туллиех. Туçи Çармăс ачи Геннадий Константинов шкул çинчен, пĕрле вĕреннисемпе учительсем çинчен сăвăсем çырнă. «Çĕнтерÿ çулĕнче» кăçал «Çулăмри ÿкерчĕк» повеç пичетленĕ Валентин Константинов унăн шăллĕ. Хĕрĕх çулта вăл пачах улшăнман пек. Слава Карзаков Вăрман Кипекрен, 25 çул çар врачĕ, хирург, икĕ çул Чечняра врач пулса хĕсметре тăнă. «Пурнăçра унашкал йывăрлăха эп урăх ниçта та курман, курмалла та ан пултăрччĕ», – терĕ. Сарă кăтра хулăн çÿçне тахçанах «шурă пас» тытнă Александр Федоров та çав ялтан. Ачаран шÿте юратнă. «Ку шкула ман атте «Большевик» колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра хăпартнă. Михаил Илларионович Илларионов директор хытă тăрăшрĕ», – терĕ.
Сергей Николаевич Андрианов пухăннисене ыйту пачĕ: «Шутлама пултарнă-и эсир çак карас телефонĕсем, компьютерсем çинчен;» Пурте пĕр саслăн: «Тĕлленмен, паллах, самана пире васкатса малалла хăвалать. Анчах аташса, çухалса каяс хăрушлăхран асăрханмалла», – терĕç.
Юлашкинчен хамăр вăхăтри юрăсене Сергей Николаевич хут купăс каланипе юрласа, ташласа савăнтăмăр. Тата тепĕр пилĕк çултан çаплах хаваслăн пухăнма сăмах патăмăр. Ăшшăн-ăшшăн ыталанса уйрăлтăмăр.
А.ПЕСКОВА