26 августа 2013 г.
1943 çулхи авăн уйăхĕ. 50 çултан иртнĕ аттене Нурăсри çар комиссариатĕнче Тăван çĕршыва сыхлама каймалли çинчен хут тыттарнă. Атте, 1916 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Ровно патĕнче аманнăскер, киле таврăнсан авланнăскер, Хусана шуррисенчен сыхланăскер, виççĕмĕш хут вăрçа чĕннине пĕлсен хаштах сывларĕ. Нимĕн те тăваймăн – каллех хаяр вăрçă чанĕ çапать.
Атте, колхоза чи малтан çырăннăскер, хăй килте ÿстернĕ «Москвич» лашапа ĕçлетчĕ, ăна питĕ юрататчĕ. Халь акă ăна кÿлме мана вĕрентет. Куçĕсенчен турта çине куççуль тумлать. Ăшĕнчен çулăм тухни кăна курăнмасть.
Колхозра лашапа ĕçлеме тытăнтăм. Питĕ хĕпĕртеттĕм. Уй-хире тислĕк кăлармалла. Çывăхри вăрмантан Пĕнер станцине вăрман турттарнă. Утă-улăм пайтах куçарнă. Сухапуç кÿлсе çĕршер çухрăм анасем тăрăх утнă. Фронтри салтаксене тăрантарма Вăрнар, Çĕмĕрле станцийĕсене тырă, çĕрулми, купăста ăсатнă.
Бригадир аннене лашапа Сăр шывĕ урлă кĕпер хывнă çĕре ярасшăн пулчĕ. Аннене ял вĕçĕнчен киле ятăм, хам вара ытти лавсемпе пĕрле Нурăса кайрăм. Кунта тимиçе ялтан пĕр 40 лав пуçтарăннă. Районта ĕçлекен çын, çатан урапаллăскер, пире Етĕрнене çитиех ăсатрĕ. Сăр урлă тимĕр кĕпер хываççĕ. Çÿллĕ дамба патне чылай аякран тăпра турттармалла. Кунта ĕçлекенсем пурте тĕрме çыннисем иккен, вĕсене хăю çыхса палăртнă. Тавралла – винтовкăллă часовойсем. Хĕрарăмсем пирĕн урапасем çине тăпра тиеççĕ. Ăна дамба хăпартнă çĕре арçынсем наçилккапа çĕклеççĕ. Йывăр наçилкка çĕкленĕ пĕр арçын, тĕрме çынниех ĕнтĕ, сулăнса кайрĕ, Сăр шывне ÿкрĕ, кĕçех Мосин винтовки кĕрслетрĕ. Вилене шыв хумĕсем анаталла юхтарма тытăнчĕç. Хăрушă-çке!..
Тепрехинче Çĕмĕрле урлă каллех Сăр шывĕ хĕррине каймалла пулчĕ. Кунта Воронцово ятлă пристань пурччĕ. Пирĕн Нурăс ялповĕ валли тăвар тиесе килмелле. Ирпе ирех 7–8 лавпа çула тухрăмăр. Пире колхозран çуршар кило çăкăр çырса панă. Çăкăра Çĕмĕрлене çитичченех çисе ятăм. Пристане çитрĕмĕр, анчах тăвар хуçи çук та çук. Вăрçа тухса кайнă терĕç. Икĕ кунтан тин тăвар хуçи тупăнчĕ. Выçăпа аптăранăскерсем, тăвар çуллатпăр, Сăр шывне ĕçетпĕр.
Хуçа тăвайкки текен уйран ыраш кĕлти турттаратпăр. Кÿршĕ хĕрачи, Елька, тиенĕ лав çине хăпарса ларнă. Тăвайккинче лавĕ ÿпĕнсе кайрĕ. Хам лашана васкавлăн чартăм та ÿпĕннĕ лавăн пуслăхне вĕçерсе ятăм. Кĕлтесем саланса сапаланчĕç. Хĕрачана çăлтăм-çăлтăмах вилĕмрен.
Аттене Аçăмçырминчи Мулкач Унтрийĕпе пĕрле Канашран Калинин хулине çитернĕ. Çулталăк ытларах хĕн курнă хыççăн запасри полкран киле çаврăнса çитрĕ. Пире çул çине панă сахăр катăккипе сăйларĕ. Кил картине, пахчана, урапа-çунана пăхса çаврăнчĕ. Атте ытамне паянхи кун та манаймастăп. Унăн куççулĕ ман çири тĕксĕм пир кĕпе витĕр ÿте пĕçертсе тăкăнчĕ.
Пирĕн Шĕнер Ишек ялĕнчен кăна Аслă Çĕнтерÿ тума хутшăннă арçынсемпе хĕрарăмсем, вăрçă ачисем, 300-ĕн ытла пулнă. Халь вара çиччĕн-саккăрăн тăрса юлтăмăр. Нумайăшĕ ял масарĕнче канăç тупрĕç. Асăну кунĕсенче вĕсене ялан аса илетпĕр.
Иван ЕГОРОВ, вăрçăпа ĕç ветеранĕ.