26 августа 2013 г.
Автортан. Иртнĕ тунти кун телефонпа тухнă çамрăк çын Семен Валериановичпа кăшт тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрĕ (эп асăрхани тĕрĕсех иккен: хальхи яш кĕрĕм кун-çулĕ тăршшĕпех пархатарлă пурнăç тунă хамăрăн ветерансене те – В.А.Иванов хăйĕн статйинче вĕсене «одержимые созидатели» тенĕ – пĕлеймест-мĕн). Ĕлĕкрех вĕсемпе вырăнти музейсем, культура учрежденийĕсенчи альбомсем, шкулсенчи стендсемпе витринăсем паллаштарнă. Ăрусен чĕрĕ тĕл пулăвĕсем иртнĕ... Питĕ кĕскен, эппин, çапла калам. С.В.Валерианов 1925 çулта Малти Ишекре çуралнă. Пĕр варти тăхăр тăванран (сакăр ывăлпа пĕр хĕр) чи асли. Вăрçă ветеранĕ (1941 – 1945. Ăна Тăван Çĕршыв Аслă вăрçин 2-мĕш сыпăкри орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, нумай медальпе наградăланă). Ĕç ветеранĕ (вун пиллĕкрен колхозра мăннисемпе тан вăй хунине тата кил-тĕрĕшре çак таранчченех хăй еккипе тăрмашнине шута илĕр. Вăл ял хуçалăхĕн республикăри тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хура тăпраллă мар тăрăха çĕнетнĕшĕн панă медалĕсем пур). Парти ветеранĕ (КПРФăн вунă медальне тивĕçнĕ). 12 çул колхоз председателĕ, 18 çул совхоз директорĕ пулнă. Ăна нумай хутчен ял тата район канашĕсен халăх депутатне суйланă. Ветерансен районти канашĕн хисеплĕ çынни. Семен Валерианович хальхинче хăйĕн сăмахне ялти çамрăк ĕçченсене чĕнсе каланинчен пуçларĕ. Тăнлар-ха ăна.
– Ялти производствăра пĕр-пĕринчен вĕренмелли ырри-лайăххи – малта пыракан, опытпа практика теттĕмĕр – яланах пулнă. Хальхи предприятисен ертÿçисемпе фермерсене манăн теорипе кăна çырлахмасăр практикăри çĕнĕлĕхсемпе, çитĕнÿсемпе ĕçре усă курма йыхравлассăм килет. Пуриншĕн те усса пымалли опыт районта пурах. Республика анлăшĕнче те çул хупăнман. Пурĕ те Атăл урлă каçса «Звениговский» совхоза çитсе курма пулать т. ыт. те. Эп «Россия» колхоз председателĕнче чухне Шĕнерте пилĕк çулта республика семинарĕсене умлăн-хыçлăн тăватă хутчен ирттерчĕç. Вĕсем хыççăн ман пата хăйсем тĕллĕн-уйрăммăн зоотехниксем, агрономсем, бригадирсем пыра-пыра каятчĕç. Вĕсем ыйтнипе республикăн тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ А.И.Иванов (ун чухне вăл ИПС директорĕ тата райхаçат редакцинче пай пуçлăхĕ) чăх-чĕп ĕрчетес, сĕт-çу, аш-какай тăвас ыйтусене колхозра ятарласа тĕпчесе кĕнеке издательствинче икĕ брошюра пичетлерĕ. Пирĕн ĕнесем заповедникри пăлансем пек мăшлатса-çуталса çÿренĕ, патшалăх планне çулталăкшăн октябрь тĕлне тултараттăмăр та сĕте тепĕр виçĕ уйăх Шупашкара пасара турттарса сутаттăмăр (эп уншăн выговор та туянса курнă). Пирĕн тутлă-çуллă сĕтшĕн хуларисем ирпе ирех черете тăнă. «Вурнарский» совхоз директорĕнче чухне «Росглавскотопром» гендиректорĕ Александр Яковлевич Полунин сĕннипе Новосибирск, Оренбург, Курск облаçĕсене çаврăнтăм, Киев çывăхĕнчи совхозра пултăм, хамăрпа ăмăртакан Золотоноша тăрăхĕнчи совхозсенче курса çÿрерĕм. Аш-какайлăх ĕне выльăха чул стенасем хушшинче мар, чус-хăмаран хăпăл-хапăл хăвăрт майлаштарнă витесенчех самăртаттăмăр, шалта шартламара та шыв шăнмасть. Строительствăшăн Мускава çитсе малтанхи хутĕнчех 100 пин тенкĕ «хăйпăтса» таврăнтăм. А.Я.Полунин «сĕмсĕрле хăюлăхшăн» ятламарĕ мана, ун патĕнче эпĕ хăнара та пулнă (мăшăрĕ Йĕпреç районĕнчи Хурамал чăвашĕ). Хускатман чул айне шыв кĕмест, макăрмасан кăкăр сĕчĕ тивĕçмест, аçуна шанса ватăлсан шурă çурт ĕмĕтре кăна тăрса юлма пултарать... Васкавлăн хăпартнă витесенче самăртма 3000 вăкăр, 1000 ытла сысна вырнаçтарнă. Апат тулăх. Гектар пуçне 30 центнер тырă кĕртнĕ. Утă, силос, сенаж тулăх тунă. Кормоцехсем кĕрлесе кăна ларатчĕç. А.Я.Игнатьев инженер-механик техника тĕлĕшĕнчен шутсăр ăслайлă маçтăрччĕ, нумай çĕнĕлĕхе хăй шыраса тупатчĕ. Нумай «вăрттăнлăха» Оренбург облаçĕнчен вĕренсе килчĕ. Паян кунчченех паттăр ĕçлекен фермер.
1983 – 1984 çулсенче чи паха категорипе 1.185 тонна какай туса сутрăмăр, 2 миллион та 200 пин тенкĕ таса тупăш турăмăр. 515 пин тенкине тÿрех патшалăх бюджетне хывнă. Ялан ĕçри 500 çынна ĕç укçи вăхăтра тÿленĕ. Ял-йыш пурнăçĕн йăли-йĕрки хула шайне капашрĕ. Çĕнĕ шкула (мана уншăн та выговор парнеленĕ) районта чи капăрри тесе йышăнчĕç. Паха çурт-йĕр хушăнсах тăчĕ: хăтлă хваттерсем, магазинсем, культура керменĕ... Совхоз хăвăрт ураланчĕ. Укçаллăччĕ эпир.
– Израильте паян кун та колхозсем. Евросоюз çĕршывĕсем хăй вăхăтĕнче ГДРта çирĕпленнĕ модельпе пурăнаççĕ – ял хуçалăх кооперативĕсене пĕрлештерсе аталанаççĕ. Пирĕн районти ялсенче халĕ вун виçĕ предприяти, пилĕк çĕрте хресчен фермер хуçалăхĕ пур. Вĕсенчен кашни-пĕри хăйне халлĕн, тăлăхăн тенĕ евĕр тĕркĕшет. Вун виççĕшне хăйсене, хăть пиллĕкĕшне хăйсене е пурне те пĕрлешме сĕнсен епле-ши; Халлĕхе вĕсен пухăнса канашламалăх клуб та çук-ха (ятне хăйсем шутласа кăларччăр). Кашниех пĕр вăхăтрах экономист та, юрист та пулаймасть-çке...
– Анчах-ха район хаçатĕнче Уйкас Кипекри «Луч» СХПК пĕлтерĕвне вуларăм. Шеремет, хура тар тăкса тунă тырри-пуллине те, самай расхутланса ÿстернĕ сысна кĕтĕвне те тупăшлăн вырнаçтараймасть. Патшалăха кирлĕ мар вăл тунă продукци.
Предприятин малалла епле аталанмалла; Пире ĕнтĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла Раççейре ял хуçалăхĕпе аппаланни эффективлă мар тесе ĕрлеççĕ. Евросоюз хăйĕн фермерĕсене панкрута юлма памасть. Пăр çапсан, шыв илсен, шăрăх çунтарсан, тăкака патшалăх саплаштарать. Çĕр çинче апат-çимĕç продукчĕ тунăшăн гектар пуçне 300 – 350 евро уйăраççĕ. Пирĕн 200-шер тенкĕ паратпăр тесе «савăнтараççĕ» те – çав та пулин фермер тĕлне çитеймест. АиФ иртнĕ номерте евитлерĕ: ют çĕршывсенчен кÿрекен продуктсене 26 çĕршывăнне çиме хăрушă тесе асăрхаттарнă (пырăша айăплакан чирлĕ бактерисем тупнă). Наркăмăшлă чĕртаваршăн çуллен 40 миллиард таран пăрахиччен çавăн чухлĕ долларпа хамăрăннисене пулăшасчĕ. Эп кĕсьери блокнота США госсекретарĕ пулнă Хиллари Клинтон каланине çырса хунă: «Принятием РФ в ВТО взломаем внутренний российский рынок, ограничиваем в международной торговле, обеспечим создание новых рабочих мест в США и ЕС при потере рабочих мест в России». Ав еплерех! Иртнĕ калаçура эпĕ Раççей ялĕн тăшманĕсем пирки ахальтен мар асăнтăм. Хресченĕн каккуй тăшманĕпе çапăçма: пай çĕрне те тара парса çука юлнă-çке...
– Вĕренмешкĕн пирĕн шанчăклă тăван – Союзлă Беларуç пур. Батька Анăçран юнакан тăшмансенчен сехĕрленмест. Унта суха пуç тĕкĕнмен ана çук. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене автоматизациленĕ. Ял халăхĕ агрохуласенче пурăнать. Ялта чăннипех те модернизаци процесĕ пырать.
– «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ çырнине вуларăм. Вăл А.Г.Лукашенкопа тĕл пулса калаçнă, республика регионĕсенче курса çÿренĕ. Тĕлĕнмелле: урамра бомж та, ыйткалакан та çук, чĕлĕмлĕ е хĕрĕнкĕ çынна курмарăм, тет. Пĕтĕм тавралăх таса, чечеклĕ. Çĕрле те хулана вăр-хурахран хăрамасăр тухатăн. Çын – çынпа ăшă кăмăллă. Апат-çимĕçпе республика халăха 95 процент таран хăйĕннипе – паха продукципе тивĕçтерет. Экономикăн 80 проценчĕ – экспорт, çав шутра бюджета 5 миллиард доллар кÿрекенни – ял хуçалăх продукцийĕ. Беларуç яла туллин хăйĕн техникипе тивĕçтерет. 450 тонна тиекен БелАЗ республикăна хăйне кирлĕ те мар – конвейер пурĕ пĕр машина хыççăн машина пуçтарать. Ма тесессĕн, БелАЗ – экономика, наука, шырав та тĕпчев, аталану шкулĕ, наци мăнаçлăхĕ. Пирĕннисем – хамăршăн питĕ кирлĕ заводсене те путлантарса тустарчĕç.
– Лукашенко больница комплексĕсене çĕнĕ оборудованипе чи малтан ялтисене, районтисене, облаçсенчи клиникăсене пуянлатнă. Пурне те тÿлевсĕр сиплесе сыватаççĕ. Олег Руммо ертсе пыракан Трансплантологи центрĕнче чĕре, пĕвер, хырăмай парĕ улăштарса пама пултараççĕ. Беларуç гражданĕшĕн пĕтĕм операци тÿлевсĕр. «Сывлăх – наци пуянлăхĕ», – тет Батька.
– Ан та кала! Тĕлĕнмелле: Израилĕн тулаш разведкин – «Мосадăн» пуçлăхĕ пулнăскерĕн пĕверне шăпах çав центрта улăштарса панă. Нимле взяткăсăр! Пирĕн больницăра анализсем валли Ливанра штампланă стакансемпе усă кураççĕ... «Пирĕн патшалăхра çыннăн чи малтан ĕçлеме, вĕренме, сывлăхне сыхлама право пур, – тет Александр Григорьевич. – Çын, унăн чысĕ-хисепĕ, чăнлăх-тĕрĕслĕх, экономикăпа социаллă сфера малти вырăнта». Пурăнасшăн ăнтăлса талпăнакан халăх малалла утать. Союзниксен паха тĕслĕхĕсемпе авăрланса хăватланма пире чараççĕ-им; Район хуçалăхĕн шкулĕнче те усăллă уроксем тупăнма кирлĕ. Пурнăç вĕрентет-ха. Анчах çак пурнăçра та пурăнма вĕренмелле.
Юлашкинчен асилтерем-ха: Совет Союзĕн историнче «Сталинград» хыççăн «Курск пĕкки» пулнă. Прохоровка – Раççей ялĕн çĕнтерÿллĕ символĕ. Пирĕн, темле пулсан та, çав позицирен, 70 çул каяллахи Пурнăçпа Вилĕм чиккинчен (июлĕн 12-мĕшĕнче паллă турăмăр), каялла чакма юрамасть. Ман Пĕрремĕш Сталинград (Шĕнер ен) вăхăтлăха йăшрĕ пулсан та, Иккĕмĕшĕ («Санар» ен) аптăрамарĕ – Çĕнтерÿ ялавне çÿлерен çÿле çĕклесшĕн. Шухăшлама пĕлекен ман сăмаха ăнланатех.
М.ВАСИЛЬЕВ калаçнă.