Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул пулăшăва туйса аталанать

26 августа 2013 г.

Депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисем шкулсене пулăшни çĕнĕ тĕслĕх мар. Районти хăш-пĕр шкулсен ку енĕпе тивĕçлипех мухтанмалли пур. Вĕсен ырă чунĕсене пулах Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 660 ытла вĕренекене çутă та хăтлă классенче кĕтсе илет.

Иртнĕ çул пысăк укçа-тенкĕ уйăрнăран ку шкула кăçал бюджетран пĕр пус та тивĕçмен. Пулăшу ыйтма çавăнпа та ертÿçĕсем патне çитме тивнĕ.

Технологи кабинечĕ çумĕнчи пÿлĕм халĕ – чи тĕслĕхлисенчен пĕри. Хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсем кунта пысăк ĕç пурнăçланă: стенасене, маччана якатса тикĕсленĕ, çутă тĕссемпе сăрланă, пластик кантăксем лартса панă, урайне тÿрлетсе линолеум сарнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кунта хĕрачасем кулинари ăсталăхне киленсех вĕренĕç.

Ятарлă программăпа килнĕ çĕвĕ машинисем те кĕçех хăйсен яланхи вырăнне йышăнĕç. «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество пулăшнипе кунта электрокабельсене çĕнетнĕ, хушма розеткăсем вырнаçтарнă. Депутат çавăн пекех кĕçĕн классем вырнаçнă çурт çумĕнчи классене тĕттĕмлетекен йывăçсене касма та техника уйăрнă.

5-мĕш «б» класс та ялтăртатса кăна тăрать. Кунта юсав ĕçне ашшĕ-амăшĕсем пысăк тÿпе хывнă. Çавăн пекех – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ те. Кăçал предприяти поселок инфраструктурине илемлетес тĕллевпе сумлă укçа-тенкĕ хывнă пулин те шкул ыйтăвне аякра тăратса хăварман – урая улăштарма хăмасем туянса панă.

– Çак предприяти ертÿçисене Иван Александрович Сандомирова, Рифкат Шамдинович Киметова тата Владимир Васильевич Свешникова тав тума сăмах та çитмест. Çак пулăшу вĕсем шкул, ачасен шăпипе кăсăклансах тăнине, пуласлăхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетет. Вĕсен ырă ĕçне çитĕнекен ăру паха пĕлÿпе тавăрĕ, – савăнăçне пытармасть шкул директорĕ Елена Ильинична Григорьева.

Çирĕп пĕлÿ тенĕрен, шкулăн ку енĕпе те савăнмалли пур. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕпе вăл районта пĕрремĕш вырăнта. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кунтан çичĕ медалист – виççĕн «ылтăнпа», тăваттăн «кĕмĕлпе» – вĕренсе тухнă. 40 выпускникран ытларахăшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.

Ачасен шучĕ ÿснĕ май кунта кăçал икĕ хушма класс уçма май килнĕ. Коллектив пĕр çамрăк специалистпа пуянланĕ, вăл вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пырĕ.

Коллектив ытти çулсенчи пекех профориентаци ыйтăвĕсемпе тимлесе ĕçлĕ. 10-мĕш классен тăватă направленипе çул суйлама май пур: физикăпа математика, химипе биологи, социаллă экономика тата гуманитари.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасем территорири илемпе те киленĕç. Шкул çумĕнчи спирейăсем вырăнне халĕ чечексем тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшаççĕ. Планра – тепĕр пĕчĕкех мар лаптăкра та клумбăсем чĕртесси. Елена Ильинична пĕлтернĕ тăрăх, кашни лаптăкшăн яваплă çын пулĕ. Кунсăр пуçне унччен тир пулнă çурт çывăхĕнче кĕçех аллея чĕрĕлĕ – Иван Никифоров паллă математикăн хĕрĕсем лартнă чăрăшсем малашне кунта вăй илĕç...

С.ЧИКМЯКОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика