26 августа 2013 г.
Курнă-ши эсир кунашкал купăста уйне; Вăрнар районĕнче пĕрререн пĕрре вăл. Вунă гектар анлăшĕнче сарăлса выртать. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте пахча çимĕçпе чăрманма пăрахрăмăр мар-и; Столовăй кăшманĕ ларткалатпăр-ха. Тахçан вара ку вăхăтра Уравăш тăрăхĕнче гектарĕ-гектарĕпе хăяр йăтăнса выртатчĕ, помидор хĕрелсе пулатчĕ. Вĕсене хуласенчен те çитсе туянатчĕç. Ак ĕнтĕ, хальхи вăхăтра та хăюллă фермер тупăннă. Михаил Ермолаевич Тарасов купăстана ăçта епле вырнаçтарасси пирки шикленсе-иккĕленсе тăман.
Виççĕн – Александра Плеханова, Алина Пляшкова, Валентина Фомина купăста касаççĕ. Уяври пек хавхаланса ĕçлени катаранах сисĕнет. Витĕр курăнакан михĕсене йывăр та хытă, шап-шурă купăста пуçĕсемпе тултарнă. «Туянаканĕсене кĕтетпĕр-ха», – терĕç хаваслăн.
Пахча çимĕçпе ĕçлекенсем çирĕм çын таранах пухăнаççĕ. Пулса çитнĕ çимĕçе столовăйсене, шкулсене, ача-пăча садикĕсене, училищĕне ăсатаççĕ, уйрăм çынсене сутаççĕ.
Хресчен хуçалăхĕ 250 гектар çинче тĕш тырă, 40 гектар çĕр улми тăвать. Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕрет. Августăн 20-мĕшне 70 гектар кĕрхи тулă акнă. Сăвакан вун пилĕк ĕне, самăртма хупнă вăтăр сысна тытать. Сĕте Пăрачкав районĕнчен килсе туянаççĕ. Кунсерен 1–1,5 центнер ăсанать. Михаил – хăйне майлă алăсти, ăна рационализатор, изобретатель теме пулать. Хăйне мĕнле механизм кирлĕ – хăех шухăшласа маçтăрлать. Трактор утнă майăн купăста анинче харăс вун пĕр рет-йăран шăвармалли мел-меслет шыраса тупнă. Выльăх-чĕрлĕх валли апата пăспа хатĕрлекен цех сехетре вунă тонна таран кăлараять.
Михаил Ермолаевич – кĕрнеклĕ, çав тери вăр-вар этем. Çĕрпелтен. Хресчен-фермер хуçалăхне 2006 çулта йĕркеленĕ. Паллах, мăшăрĕ те пĕрле. Олимпиада Николаевнăпа иккĕшĕ хĕр ача ÿстереççĕ, вăл кăçал 5-мĕш класа кайма хатĕрленнĕ. «Хам пекех чăрсăр, тем те пĕлесшĕн, фермер пулать пулмалла», – тет ашшĕ. «Эп хамах тракторист, юрист, агроном та, зоотехник та»,– тесе хушса хурать. Унăн «ЮМЗ-6» йышши тракторсем иккĕ, гусеницăллисем иккĕ, автомашинăсем иккĕ, «Дон-1500А» комбайн пур. Ĕçлекене кунне 500 тенкĕ тÿлет. Механизаторсене натурăпа тырă, утă, улăм валеçĕнет.
– Фермера чи кирли мĕн-ши вăл;
– Пуринчен ытла чăтăмлăх кирлĕ, ху шухăшласа картса тунă тĕллевпе талпăнмалла, хăвна шанмалла, малаллах пăхмалла, асту ĕçлейместĕн.
М.ВАСИЛЬЕВ