26 августа 2013 г.
Августăн 20-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашĕн пĕрлехи ĕçлĕ ларăвне хутшăннă. Унта граждансене физкультура воспитанийĕ паракан Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне туса хурасси тата массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе социологи тивĕçтерĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Физкультурăпа спорта аталантарасси – патшалăх политикин тĕп пайĕсенчен пĕри, вăл çынсен пултарулăхне палăртма, çын потенциалне çирĕплетме тата Раççей халăхĕн пурнăç пахалăхне ÿстерме май парать, палăртнă докладчиксем.
Юлашки вăхăтра физкультурăпа спорта аталантарас тенденци ÿснĕ пулин те сывă пурнăç йĕркин тусĕсен йышне пысăклатасси тĕп задачăсен йышĕнчех юлать. 2020 çулчченхи тапхăр валли йышăннă Стратегире тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх программинче спортра куллен ÿт-пĕве пиçĕхтерекенсен йышне 40 процента çитерме тĕллев лартнă. Вĕренекенсем 80 процентран кая пулмалла мар. Çак задачăна пурнăçлама паянхи пурнăç ыйтнипе патшалăхăн эффективлă системине туса хумалла. Ун тĕп элеменчĕсенчен пĕри Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ пулса тăрĕ.
Паянхи кун тĕлне çĕршывра 262 пин спорт сооруженийĕ ĕçлет. Физкультурăна 331 пин штатри ĕçчен аталантарать. 32 миллион çын куллен спортра пиçĕхет, ку пĕтĕм халăхăн 22,5 проценчĕ.
Чăваш енре ку цифра 30,7 процентпа танлашать, спортпа туслисен йышĕпе вăл малта пыракан регионсен шутĕнче.
Республикăра физкультурăпа спорт комплексĕсен строительствин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Кашни районта тата пĕчĕк хуласенче физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ.
Иккĕмĕш тапхăрпа Шупашкарта паянхи куна тивĕçтерекен универсаллă спорт комплексĕсем çĕкленеççĕ. Тĕрлĕ инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăннă. Шупашкарта велоспорт-маунтинбайк енĕпе олимп хатĕрлевĕн Раççейри пĕртен-пĕр регионти центрĕ хута каймалла. Малашлăхра сăнăран перес тата полиатлон енĕпе центрсем пулĕç.
Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс-служби.