21 августа 2013 г.
Аттепе анне – Сергей Николаевичпа Нина Филипповна Андриановсем – Кĕçĕн Кипекре пурăнаççĕ. Кăçал вĕсем çемье çавăрса пурăнма пуçлани 45 çул çитрĕ.
Атте Кив Сăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Нумай ача-пăчаллă çемьере вăл виççĕмĕш пулнă. Ашшĕ, вăрçă участникĕ, 1952 çулта йывăр сурансене пула çĕре кĕнĕ. Амăшĕ пилĕк ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Пирĕн атте шкулта лайăх вĕреннĕ, ÿссен геолог пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах çитмен пурнăç ĕмĕте пурнăçа кĕртме паман. Шкул пĕтерсен укçа ĕçлесе илес шутпа Красноярск хулине тухса кайнă. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн амăшне пулăшас тĕллевпе каялла таврăннă, Шупашкарти педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ хушăрах салтака кайса килнĕ. 1969 çулта физика учителĕн дипломне алла илнĕ. Сергей Андрианова направленипе Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула физика учителĕ пулса ĕçлеме янă.
Унăн мăшăрĕ Нина Филипповна Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи те вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи тертлĕ пурнăçа самаях астивнĕ. Кăшт та пулин укçа ĕçлесе илес тесе анне пĕчĕклех çынсен ĕнисене çитермене çÿренĕ. Тăраниччен çывăрса та, апат çисе те курман анне ача чух. Çапах та пурнăç йывăрлăхне парăнман, шкулта лайăх вĕреннĕ. Медик пулас хавхаланупа Канашри медицина училищине вĕренме кайнă. Алла медицина сестрин дипломне илсен Кĕçĕн Кипекри больницăна ĕçлеме килнĕ.
1968 çулхи августăн 17-мĕшĕнче Сергейпа Нина пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Иккĕшĕ те ют ялтан пулнăран вĕсене пĕччен пурăнакан Кликерия Яковлева ватă патне вăхăтлăха вырнаçтарнă. Çулсем иртнĕ май Андриановсен çемйи ÿссех пынă. Пĕр ывăлпа икĕ хĕр çут тĕнчене килнĕ, шкул вĕсене хваттер уйăрса панă. Пурнăç урапи хăй еккипе малалла куçнă.
Анне Нина Филипповна 40 çул сывлăх хуралĕнче вăй хунă. Çак хушăра миçе çыннăн сывлăхне упраса хăварма пулăшнă-ши вăл. Чирлĕ çынна çăлма çĕрле те киле-киле чĕнетчĕç аннене. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн аннене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Анне чăнах та хисепе тивĕçлĕ çын. Халь те канаш ыйтаççĕ унран, тĕрлĕ уяв-мероприятисене чĕнеççĕ.
Атте Сергей Николаевич ĕмĕр тăршшĕпех Кĕçĕн Кипекри шкулта тăрăшать. Физика учителĕнчен пуçласа шкул директорне çитнĕ. 25 çул директорăн çăмăлах мар лавне туртнă. Савăнмалли те, пăшăрханмалли те пайтах тупăннă ĕçре. Анчах пуçа усман, малалла талпăннă, ачасене вĕрентес, тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă. Атте паянхи кун та стройра. Ачасене физика предметне вĕрентет. Кашни çулах вĕренекенсем физика предмечĕпе пĕрлĕхлĕ экзамен тытса тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Атте – «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», унăн ятне район энциклопедине те кĕртнĕ, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вăл ветерансен канашĕн председателĕ, обществăлла ĕçре те питĕ хастар. Субботникра-и, концертра-и – яланах ырă тĕслĕх кăтартать.
Эпир атте-аннепе чăннипех мухтанатпăр. Вĕсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх, вĕсенчен вĕренмелли питĕ нумай. Ачисене ырă-сывă ÿстерсе, вĕрентсе çын тăвас тесе пайтах тăрăшнă. Ачисем пурте çемьеллĕ, хăйсен йăвисене çавăрнă. Сергей Николаевичпа Нина Филипповна халь ултă мăнукне тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшаççĕ. Икĕ аслă мăнукĕ кукашшĕ çулне суйласа илнĕ, учитель профессине алла илеççĕ. Ыттисем хальлĕхе шкулта вĕренеççĕ-ха.
Аттепе-аннен аллисем ылтăн. Мĕнле кăна ĕç пĕлмеççĕ-ши вĕсем. Пире, ачисене, яланах ыр канаш парса, вĕрентсе пыраççĕ. Ял хушшинче вĕсем сумлă, хисеплĕ çынсем. Иккĕшĕ те юрра-ташша маттур. Атте купăспа ăста вылять.
Эпир атте-аннерен çынна ырă тума, ваттисене хисеплеме, тăван-пĕтенпе туслă пурăнма вĕреннĕ. Вĕсен ырă ятне çÿлте тытма тăрăшатпăр, аттепе аннене хисеплесе вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Турри тата нумай çул пурăнма сывлăх патăрччĕ пирĕн чи çывăх çынсене.
Л.ПАВЛОВА