21 августа 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче çынсене ĕçпе тивĕçтересси вырăнти хăй тытăмлăх тытăмĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе палăртнăччĕ. Ку тĕлĕшпе Мăн Явăшри ял поселенийĕ хăйĕн тивĕçне тÿрре кăларса пырать. Акă мĕн каласа пачĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Андрей Анатольевич Васильев.
– Пирĕн ял поселенийĕн территорийĕнче 496 хуçалăх шутланать, вĕсенче 1.100 çын пурăнать. Халăх йышне илес пулсан, ватлăхри канăва тухнисем 200, шкул çулне çитмен ачасем 142, вĕренме çÿрекенсем 125, вăй питтисем 638 çын шутланаççĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи тетпĕр пулсан, çамрăксемпе вăй питти çынсен 21 проценчĕ «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕсене кÿлĕннĕ. Механизатор-и вăл е водитель, оператор-и е осеменатор – пурте ял хуçалăх продукчĕсем илес ĕмĕтпе тимлеççĕ. Эпир малашне те машинăпа трактор паркне е выльăх-чĕрлĕх фермине чи пултаруллисене явăçтарма тăрăшатпăр.
– Андрей Анатольевич, çынсене ĕçе вырнаçтарассипе тимлĕ ĕçлетĕр. Тĕслĕхсем илсе кăтартмăр-и; Ял хуçалăх профессиллисене мĕнле пулăшатăр;
– Тархасшăн, – калаçăвне васкамасăр малалла тăсрĕ вăл. – Çăкаллă Явăшри машинăпа трактор паркĕнче 20 яхăн механизатор ĕçлет. Вĕсем уй-хир пуянлăхне алла илнĕ çĕрте тĕп тĕрек пулса тăраççĕ. Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминче сĕт суса илессипе районта чи малта пыраççĕ.
– Ял поселенийĕнче хуçалăх ĕçне кÿлĕнмен çынсен шăпи еплерех; Вĕренÿ, культура, сывлăх, çыхăну, суту-илÿ учрежденийĕсенче, хăй тытăмлăх органĕнче 80 çын ытла ĕçлет-çке-ха. Аякри вырăнсене ĕçлеме çÿрекенсен шучĕ те чылай. Ĕçпе туслашманнисем те пур. Вĕсем ĕçкĕ енне туртăнаççĕ.
– Татса памалли ыйтусенчен пĕри вăл – кашни çынна вырăнтах ĕç тупса парасси, ăна çĕрпе çывăхрах туслаштарасси, фермер хуçалăхĕсем йĕркелесси, пĕчĕк бизнеса аталантарма çĕнĕ майсем парасси.
Ĕлĕкрех Явăш тăрăхĕнче пĕчĕк бизнеспа ĕçленĕ çынсем вуншарăн шутланнă. Ăстаçăсем, экономикăна малалла аталантарма пулăшакансем, вырăнти чĕртаварпа усă курма май паракансем çăм таптармалли, хăма çуртармалли, çăнăх авăртмалли тата ытти машинăсемпе механизмсене тухăçлă ĕçлеттерсе тăнă. Катка-пичке тăвакансем, çăматă йăвалакансем, кĕпе-тумтир çĕлекенсем кашни ялтах пулнă. Е тата Вăрнарти апат-çимĕç, суту-илÿ организацийĕсене пахча-çимĕçпе улма-çырла тонни-тоннипе хатĕрлесе панă. Сиплĕх курăкĕсене аптекăсене паракансем те Явăш тăрăхĕнчен чылайăн пулнă. Халĕ çав ĕçсене мĕншĕн йĕркелесе ярас мар; Тен, ку енĕпе пĕчĕк бизнеса аталантаракан предпринимательсем пуçарулăх кăтартĕç; Çемье бюджетне тĕреклетмелли çăлкуçа асра тытса, Чăваш енре выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хресчен хуçалăхĕсем йĕркелеме тытăнчĕç. Ырă пуçару Явăш тăрăхĕнче те тарăн тымар ятăр, сĕт е аш хатĕрлесе паракан фермер хуçалăхĕсем йышлансах пыччăр.
В.МОСКВИН