Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтура – ачасем

21 августа 2013 г.

Ĕç эрнин пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ черетлĕ планерка ирттерчĕ.

Леонид Николаев ăна паллă опера юрăçин Максим Дормидонтович Михайловăн тăван ялĕнче иртнĕ опера фестивалĕнчен пуçларĕ. Оперăпа балет театрĕн артисчĕсен пултарулăхĕпе киленнипе пĕрлех ун вăхăтĕнче çивĕч ыйтăва та татса пама май килнĕ. Леонид Николаев Чăваш ен культура министрĕпе Вадим Ефимовпа Кульцаври культура çуртне тĕплĕ юсав планне кĕртессине сÿтсе явнă.

Вырма ĕçĕсем кун йĕркинчен каймаççĕ. Тунти кун тĕлне тыр-пулăн 87 процентне пуçтарса илнĕ. Вырмалли 2000 гектар юлнă. 25,5 пин тонна тырă тĕшĕленĕ, вăтам тухăç 21,1 центнер.

Малалла калаçу çула çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси тавра пынă. Ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертÿçи Римма Евсеева пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе ыйту çивĕч: план çулсерен ÿссе, ĕç сĕнекен предприяти-организацисен шучĕ вара чакса пырать. Ку укçа-тенкĕпе çыхăннă: саккун тăрăх предприятин ĕçпе тивĕçтерекен центр паракан пособи çумне шалу хушса тÿлемелле, çула çитменнисем валли ĕç условийĕсем туса памалла, документацие саккун тăрăх йĕркелемелле. Çакна прокуратура тимлĕн тĕрĕслесе тăрать. Темиçе ертÿçĕн 18 çула çитменнисене ĕçпе тивĕçтерес йĕркене пăснăшăн явап тытма та тивнĕ.

«Кунта прокуратура айăплă мар, вĕсем саккун ыйтнине пурнăçлаççĕ. Ку ыйтăва Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тĕл пулсан та хускатнăччĕ. Ачана ĕçлеме вĕрентмесен унран мĕнле çын çитĕнĕ; Ял хуçалăх предприятийĕсем вĕсене хаваспах йышăнĕччĕç, анчах юрамасть...», – тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Ăна çакă та тĕлĕнтернĕ – ĕçе вăхăтлăха вырнаçтарнă 188 çамрăк хушшинче çула çитменнисен комиссийĕнче учетра тăракан пĕр ача та çук.

Районсем хушшинчи налук инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Юрий Егоров пĕлтернĕ тăрăх, августăн 1-мĕшĕ тĕлне пур шайри бюджетсене 324,8 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 38,1 процент ытларах. Ку суммăран 86 миллион тенкĕ вырăнти бюджета пуянлатнă. Инспекци парăмçăсемпе те кĕрешет, хальлĕхе вĕсен бюджетсене 9,1 миллион тенкĕ парса татмалла.

Леонид Николаев хăш-пĕр ертÿçĕсем ĕçлекенсен шалăвĕнчен тытăнакан налука коммерци тĕллевĕпе хăйсемшĕн усă курнине палăртнă, çакăн пек тĕслĕхсене чарса лартмаллине асăрхаттарнă. Пурлăхшăн тата çĕршĕн налуксем тÿлемеллине аса илтернĕ. Вĕсен пысăк пайĕ вырăнти бюджетра юлать, çак укçапа кулленхи ыйтусене татма пулать, тенĕ вăл.

Л.ИВАНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика