Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Иванов – Çулталăк çынни

21 августа 2013 г.

Полици майорĕ, Чăваш ен Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн çул-йĕр патруль службин уйрăм батальонĕн командирĕн заместителĕ Сергей Иванов «Халăх йышăнăвĕ – 2013» конкурсра çĕнтерсе «Çулталăк çынни» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Конкурса – вăл кăçал пиллĕкмĕш хут иртнĕ – Шупашкар хула кунĕ умĕн пĕтĕмлетнĕ.

Сергей Иванов – пирĕн ентеш, Кăмаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сентябрьте вăтăр пилĕк çул тултарать.

Çак хисеплĕ ята Сергей Иванов служба тивĕçне кăтартуллă пурнăçланăшăн илнĕ. Кăçалхи июнĕн 29-мĕшĕнче М-7 «Атăл» трассăн 648-мĕш километрĕнче хăрушă авари пулнă. MAN автопоезд водителĕ çулăн хирĕç енне тухса кайнă та Scania бензовозпа питĕ вăйлă çапăннă. Цистерна тÿнсе кайнă, бензин çул çине юхма тытăннă. Водителе кабинăра хĕстерсе лартнă, йывăр суранланса пĕтнĕскер, унтан хăй тĕллĕн тухма пултарайман.

Çак вырăнта пулнă полици майорĕ С.Иванов, лару-тăрăва тĕрĕс хак парса, трасса çинчи транспорта çÿреме чарса лартнă, васкавлă мĕнпур службăна чĕнсе илнĕ, тата хăрушăрах инкек пуласран ытти сыхлăх мерисем йышăннă. Çапла майпа инкеке лекнĕ водителе çăлнă, бензовоза сирпĕнсе кайма паман.

Маттур, Сергей! Пысăк хисепе тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика