19 августа 2013 г.
Çавалкас ял тăрăхĕнче те чылай çул пĕрле алла-аллăн тытăнса, çемьери ырă йăла-йĕркесене упраса пурăнакан, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесем чылай. Çак тăрăхри пултаруллă та ĕçпе палăрнă çемьесенчен пĕри – Марияпа Воля Виноградовсем. Вĕсен çемйи чăмăртаннăранпа 30 çул иртрĕ. Çак куна паллă тума йышлă тăванĕ, ачи-пăчисем пуçтарăнчĕç. Ашшĕ-амăшне ăшă сăмахсемпе саламласа нумай çул пурăнма сунчĕç Виноградовсен хĕрĕсемпе ывăлĕсем. Çак çулсем хушшинче йывăр самантсем те сахал мар пулнă, паллах, анчах Воля Степановичпа Мария Ивановна çемьери килĕшÿлĕхе, ăнланулăха нихăçан та çухатман. Çакă пулăшнă та вĕсене çемье ăшшине тытса пыма. Пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ хисеплĕ мăшăр. Ачисем çемьеллĕ ĕнтĕ, пĕр хĕрĕ анчах хальлĕхе хăйĕн шăпине тупайман. Паян Мария Ивановнăпа Воля Степановича 7 мăнукĕ савăнтараççĕ.
Ачисем пурнăç çулĕ çине тухнă çапах та Виноградовсем вĕсене пулăшас тесе чунне-халне параççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, сысна çăвăрлаттараççĕ. Çăва тухсан пахчаран кĕме пĕлмест Мария Ивановна. Чечексене питĕ юратать. Мĕн тĕрли çук-ши унăн килĕнче; Чи тĕлĕнмелли – пур чечекĕн ятне те пĕлет вăл. Воля Степанович та пушă вăхăта усăсăр сая ямасть – пулă тытма çÿрет.
Килте те, çын хушшинче те пĕр-пĕринпе яланах ăшшăн, шÿтлесе калаçаççĕ, çавăнпа ял-йыш та хисеплет вĕсене. Воля Степановичпа Мария Ивановнăна вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе тата нумай çул пĕр-пĕринпе утма, кил ăшшине упраса пурăнма сунатпăр.
Алевтина СТЕПАНОВА, ЧППУ студентки.