19 августа 2013 г.
Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕ «Ĕç параканăн-тÿлевçĕн уйрăм кабинечĕ» электронлă сервиспа тĕрĕслев майĕпе усă курма пуçларĕ. Халĕ организаци-учрежденисем (управленире вĕсем 300 ытла шутра тăраççĕ) pfr.cbx.ru адреспа кĕрсе страхлав тÿлевĕсем тĕлĕшпе хăйсен парăмсем е ытлашши тÿлевсем пуррине тĕрĕслесе пĕлме пултараççĕ. Çавăн пекех палăртнă тапхăрти тÿлевсен реестрне кăларса илме те, тÿлев порученине йĕркелеме те май пур. Ку электронлă сервиспа усă курма кăмăл пуррисен пароль илме районти управление килмелле.
Уйăх каялла Пенси фончĕн районти управленийĕ «Предпринимателĕн уйрăм кабинечĕ» сервиса тĕрĕслев майĕпе ĕçе кĕртнĕ. Çак вăхăтра районти предпринимательсен ытларах пайĕ ку çĕнĕлĕхпе усă курнă.
Сăмах май, районти организаци-учрежденисенчен ытларахăшĕ Пенси фондне отчетсем тăратассине электронлă майпа пурнăçлаççĕ. Пĕрремĕш çур çулшăн пенси тата медицина страхлавĕн тÿлевĕсен расчечĕсене тата иккĕмĕш кварталшăн персонифициленĕ учет сведенийĕсене организацисенчен пурте тенĕ пекех тăратнă ĕнтĕ.
Аса илтеретпĕр, организацисенчен отчетсене йышăнасси августăн 15-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Вĕсене вăхăтра тăратманнисен тĕлĕшпе штраф санкцийĕсемпе усă курма палăртнă.
И.ЯКОВЛЕВА