19 августа 2013 г.
– Ял хуçалăхĕнче вăрçă хыççăнхи чĕрĕк ĕмĕре пĕтĕмĕшпе юлашки çирĕм пилĕк çултипе танлаштарсан, уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт хушши пекех туйăнса каять. Росстатăн нумай-нумай кăтартăвĕпе çĕршывăмăр 1990 çулхи шайран ытла та катара тăнине куратпăр. Районти цифрăсемпе кама та пулин намăса кĕртес килмест. Анчах савăнмалли нимĕнех те çук. Синкерĕн тăххăрла тăвăлне Вăрнарта кăларман теме пулать-ха. Çапах та... Раççей Президенчĕ виççĕмĕш ăстрăмри калаçăвне пĕррехинче Сталин сăмахĕнчен пуçларĕ: «Мĕнпурне кадрсем татса параççĕ!». Калăр-ха, Семен Валерианович, мĕнле шутлатăр: ял мĕншĕн пурнăç çыннисене çитĕнтерме пăрахрĕ;
– Классика – кивелмест! Чăнлăха-тĕрĕслĕхе ирĕксĕртен пулин те аса илме тивет. Сталин сăмахĕ çумне хам енчен мĕнпурĕ влаçран килет тесе хушнă пулăттăм. Çирĕм çулта правительство хутран хут улшăнчĕ, анчах пĕринче те кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе ялпа çыхăннă министр тупăнмарĕ, тырă-пулă, çăкăр-тăвар, сĕт-çу хамăр туса халăха хамăрăн апат-çимĕçпе тивĕçтерес текен пулмарĕ. Хамăрăн фермерсене уралантарас вырăнне миллиардшар долларпа продукцие хăйсем çимен çĕршывсенчен турттаратпăр, çулленех пĕр миллиарчĕ сулахая вăрăсен кĕсйине саланать. Хĕрĕх миллион гектар çĕр сухаланмасăр юрăхсăра тухрĕ. Усă курманни районта миçе гектарне чăннипе пĕлместпĕр те пулас...
– Эп астăвасса парти райкомĕнче секретарьсен сĕтелĕпе райĕçтăвком председателĕн сĕтелĕ çинче кадрсен резервĕн списокĕсем выртатчĕç. Кадрсен пултарулăхне майĕпен ÿстернĕçемĕн сăнанă. Карьеристсенчен асăрханнă. Должноçе сĕннĕ кандидатурăна куç умне чĕнсе партипе профсоюз пухăвĕсенче, райĕçтăвком пайĕсенче, парти райкомĕн бюровĕнче сÿтсе явнă.
– Пичет çырнинчен тата телекуравсенчи автор программисенчен резерв çÿлти шайра çирĕп чăмăртаннине пĕлетĕп. Унта прокурорсемпе судьясем таранах министрсен, губернаторсен, мэрсен, ытти пысăк пуçлăхсен ачисемпе тăванĕсем. Района аталантармалăх резерв пуррине пĕлместĕп. Нумай ялта халăха пĕрлешсе ĕçлемелĕх предприяти çук. Мĕншĕн тесен пĕрлештерме пултарасла вăй-халлă çын çукрах. Çамрăк ăстасем ялтан аяккалла тапаççĕ, Мускаври капиталистсене пуйтараççĕ. Ял хуçалăхне йĕркеллĕ тытса пыракан пилĕк-ултă ертÿçĕ пур, анчах вĕсем пурте – унчченхисем (ятран-шывран кашнинех тахçантанпа пĕлетпĕр, асăнса та тăмастăп). Çирĕм çулта вĕсем çумĕнче кам хăйне кăтартмалăх палăрчĕ; Сассăра парăр-ха – а-у!
– Шăпах çулталăк каялла район хаçатĕнче Воля Ивановăн «Было такое время – время одержимых созидателей» ятлă тишкерĕвĕ пичетленчĕ. Унта вăл районăн ялти аталанăвне сарлакан çутатнă, ĕçе-тивĕçе чунтан-вартан парăннă руководительсене ырăпа асăннă, тивĕçлипе мухтанă. Нумайăн-çке вĕсем! Питĕ нумайăн!
– Вăр-хурахла капитализм кÿнĕ «смутăра» ăрусен çыхăнăвне шат та пат татса хучĕç. Воля Афанасьевич çырса кăтартнă вăхăтри талантлă ертÿçĕсемпе пĕрле ĕçлеме хаваслăччĕ. Йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшса ăнăçтараттăмăр. Эп хам та резервист пулнă. Вăрçăран таврăннăранпа пилĕк-ултă çул кăначчĕ-ха. Эп пурĕ те çирĕм улттăра. Парти райкомĕн бюроне чĕнтерчĕç. Мана... Сталинграда ярасшăн. Шĕнер-ишексен колхозĕ паттăрлăхĕпе тĕнчене тĕлĕнтернĕ хула ячĕпе тăратчĕ. Ячĕ чаплă та – ăшĕ хавшанă, ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçмасть. Намăс-çке! Парти обкомĕнче мана тÿрех пĕрремĕш хуçа Семен Матвеевич Ислюков йышăнчĕ. Манпа тăван атте пек халапларĕ. Мана, «Сталинграда», Калинино районне витĕр курнă пек пĕлет. Вырăнта малтан уполномоченнăсен пухăвĕ кĕрлерĕ. Пухусем Чăрăш Ишекре, Шуркассинче, Ишлĕре иртрĕç. Хĕр арăмсен сасси хăлхана кĕрет: «Каччи чипер-ха та, ытла çамрăк-çке...». Çапла виçĕ çул «Сталинградшăн» çапăçрăм, сакăр çул «Россия» колхоз пуçĕнче пултăм.
– Пирвайхи утăмсене, паллăрах самантсене асилер-ха.
– Таврара пĕтĕм халăх утă çулать – «Сталинградра» шăп-шăпăрт. «Паникăна чăмас мар-ха, – теççĕ юлташсем. – Халăх, акă, вăрмантан тухать те уя куçать». Пĕрмаях çын хушшинче пулмалла çав. Тирпейлĕ сăмах пурпĕр витерет. Утçине кĕрепле-çавапа кашни ялтан 60–70 çын хутшăнатчĕ. Лавçăсем киле утăпа кĕнине те ÿкĕтлев сăмахĕпех пăрахтартăмăр. Утă тăватпăр, çав вăхăтрах кантăр кĕлтисемпе тултарнă йĕтемсене пушататпăр, кантăра Элĕкри завода ăсататпăр. Счет çине укçа киле пуçларĕ. Кама мĕн чул тухнине уйрах, ĕçленĕ çĕртех валеçетпĕр – пĕтĕм парăмсене татрăмăр. Колхозниксем тĕлĕне тăраççĕ. Тăватă ялшăн виçĕ автомобиль чупать. Кама транспортпа тивĕçтермелле – список турăмăр. Никама та суйман – машинăна палăртнă кун валли уйăрнă. Çынсене ку та килĕшрĕ. Интереслĕ тĕслĕх: пĕртен-пĕр комбайнпа Семен Голубчикова Шуркассине ăнса пулнă ыраш анине вырма ятăм. «Унта уйĕпех тĕм те çĕмел ларать», – тет комбайнер, ÿкĕнкелесе. Хăйне хăй ĕненÿпе авăрланă халăх хавхаланса ĕçлеме пĕлет.
– Кашни ертÿçĕ хăй тавра шанчăклă команда чăмăртама тăрăшать.
– Командăсăр май çук. Эп хам пĕлнĕ «ала меслечĕпе» усă курнă. Карьерăшăн çунакана бригадира е ферма пуçлăхне лартса пăхатăп та – вăл темиçе уйăха та тÿсеймест. Вăрăпа лекнисене йышпа пĕрле сивленĕ. Эп тÿрĕ кăмăла, сăмаха тытнине хакланă, ĕçе ăнтаракана çÿлелле ÿстернĕ. Икĕ ял хушшинче хуçалăх центрĕ çавăртăмăр, фермăсене пĕр çĕре пуçтартăмăр. Хрущев – кукурузăшăн, эпир клевер йăтăнтаратпăр. Хуçалăха тытма хăвăн пуçу кирлĕ, пĕрле ĕçлекен йыш тĕревĕ кирлĕ. «Россия» колхозри çитĕнÿсемшĕн тăватă ялавлă пултăмăр. Колхозниксем медаллĕ-орденлă çÿретчĕç.
– Хальхи вăхăтра яла, ялти хуçалăха тĕп тума кĕрĕшнĕ «тăшмана» епле парăнтармалла-ши; Каллех Сталин сăмахĕсене асилтерес килет: «Если битва под Сталинградом предвещала закат немецко-фашистской армии, то битва под Курском поставила ее перед катастрофой». Ку çĕнтерÿсене пĕлтĕрпе кăçал анлăн паллă турăмăр...
– Çĕнтерÿсем халь хуçалăхра, производствăра питĕ кирлĕ. Ял пĕтсен – Раççей пĕтет. Ман вăхăтри фронтовиксен, колхоз-совхоз ертÿçисен (В.А.Иванов статйинче вĕсем пирки тĕрĕс каланă), кашнийĕн хăйне евĕрлĕ «Сталинград» пулнă. Никама та çăмăл килмен, пурĕ пĕр ÿсĕмлĕ, çитĕнÿллĕ ĕçлесе пурăннă. Хам тĕллĕн килсе тухнă 2-мĕш «Сталинградшăн» та ÿкĕнместĕп («Вурнарский» совхоз пирки сăмах пырать. Хăватлăччĕ хуçалăх!) Манар мар, тăвансем: пĕтĕмпех хамăртан килет.
М.ВАСИЛЬЕВ калаçнă.