14 августа 2013 г.
Николай Этричевпа, чăваш каччипе, 1968 çулта Шупашкарти Чапаев поселокĕнче паллашма тÿр килнĕччĕ. Пĕрле Заводская урамри общежитире иккĕмĕш хутра пурăннă.
Кунта чылайăшĕ – Чапаев ячĕллĕ завод хуралĕнче вăй хуракан çамрăксемччĕ. Кÿршĕллех Иван Егоров (Михаил Сэниель çыравçă шăллĕ), паянхи паллă прозаик тата ытти пултаруллă çамрăксем пурăнатчĕç. «Çамрăк çеçкесем» литхаçат та йĕркелесе янăччĕ. Кун çинчен заводри нумай тиражлă «За мир» хаçат темиçе те çырнăччĕ.
Хаçатăн хастар ÿнерçи Николай Этричев пулса тăчĕ. Питĕ йĕрĕскер, чăваш юррисене, вырăс оперисен партийĕсене ăста юрлатчĕ. Мана хамăр Пукаш тăрăхĕнче кăларса тăнă «Энĕш хумĕсем» алжурналăн темиçе номерне те илемлетсе панăччĕ вăл. Упратăп вĕсене паян та. Общежитинче пурăннă çулсем куç умне тухса Микула пек каччăсене ăшшăн аса илтереççĕ. Мĕнле шăпа-ши унăн; Пурнаççĕ-ши ачисем, тăванĕсем Уравăшра; Сассисене парасса шанатăп.
Анатолий МАКСИМОВ