14 августа 2013 г.
– «Химик» стадионта халĕ спорт уявĕсенче кăна мар, ахаль кунсенче те çын йышлă. Унччен каçсерен эп пĕчченех е пĕр-иккĕн кăна чупаттăмăр. Тренажерсем, ача-пăча площадкине вырнаçтарнă хыççăн кунта асли те, вĕтти те кĕшĕлтетет, – терĕ Сергей Политов-кĕçĕнни Физкультурник кунĕ массăллă иртнине палăртса.
Чăн та, спортсменсен тĕп уявне кăçал çын питĕ йышлă пуçтарăнчĕ. Футболистсем кăна вун пилĕк команда: пиллĕкĕшĕ – предприяти-организацисенчен, 10-шĕ ял поселенийĕсенчен. Вăйăсем харăсах икĕ уйра сарăлчĕç. Çĕнтерÿçисем: Ершепуç, Хирпуç тата Ярмушка çамрăкĕсем, Вăрнарти «МТЗ- РИПО», «Победа» тата поселокри «Адреналин» командăсем.
Пляж волейболĕнче çичĕ команда тупăшрĕ. Марина Паймулкинапа Катя Маркова тата Алексей Лавровпа Дима Мухамедшин мала тухрĕç.
Чупура старта нумаййăн тухрĕç. Уйрăмах кĕске дистанци çивĕч иртрĕ. Эстафетăра чи вăйлă спортсменсем вăй виçрĕç.
Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта вĕренекен Алик Волковшăн кăçалхи Физкультурник кунĕ уйрăмах ăнăçлă иртрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе вăл район чемпионĕ пулса тăчĕ. Калас пулать, ку тĕспе туслашни иккĕмĕш çул кăна пулин те 11-мĕш класа куçнă каччă республикăра та çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ: январьте Елчĕкре шкул ачисен спартакиадинче вăл бронза призер пулса тăнă. Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн Елчĕкрех иртнĕ турнирта та виççĕмĕш вырăн йышăннă. Етĕрнере иртнĕ республика чемпионатĕнче кĕмĕл-вырăна кÿренÿллĕ çур очкопа выляса янă, каллех бронза медале тивĕçнĕ.
Каччăн спортри туртăмĕ тантăшĕсемшĕн тĕслĕх пулма тивĕç. Алик эрнере икĕ хутчен тренировкăсене Вăрнара çÿрет: çулла – велосипедпа, хĕлле – автобуспа. Тепĕр чухне райцентра кайма май килмен чухне кире пуканĕсене килтех «вылятать». Кашни кунах чупать. «Ăмăртусене хутшăнма мар, хама валли», – тет.
Йывăр атлетика площадкинче те çын йышлă пуçтарăнчĕ. Штангăна выртса кăкăртан çĕклессипе хальхинче çĕнтерÿçĕ ята Олег Ильин тивĕçрĕ. Унччен вăл шалти ĕçсен Вăрнарти пайĕнче ĕçлетчĕ, халĕ Элĕк салинче.
Шашка-шахмат тусĕсен те тупăшу çивĕч пычĕ. Уяв призĕсене шашкăра Олег Григорьев, Евгений Никитин, Оксана Андреева, шахматра Виталий Павлов, Валерий Наумов, Вениамин Черновпа Виссарион Афанасьев тивĕçрĕç.
Физкультурăн çывăх тусĕсене çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев саламларĕç, районти спорт юхăмне аталантарассине сумлă тÿпе хывакансене, тĕрлĕ ăмăрту çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Район администрацийĕнче ĕçлекен хĕрсем пурне те техĕмлĕ шÿрпепе сăйларĕç.
С.ЧИКМЯКОВА