14 августа 2013 г.
Çуралса ÿснĕ Вăрнара тăтăшах килсе çÿренĕрен паллă ентешĕмĕре, сатур вăй-халлă ученăя Сергей Арсеньевич Владимирова – Санкт-Петербургри патшалăх экономика университечĕн Выборгри филиалĕн профессорне, экономика наукисен докторне – районта халь ĕнтĕ нумайăшĕ пĕлеççĕ. Çак кунсенче вăл хăш-пĕр яла çитсе курчĕ, учительсемпе тĕл пулса калаçрĕ, хаçат редакцине кĕрсе тухрĕ.
Сергей Арсеньевича Мюнхена (Германи) хăнана чĕнеççĕ. Унта çитес ноябрĕн 17 – 20-мĕшсенче «Чикĕсĕр вĕрентÿпе наука» темăпа наука конференцийĕ пулать. Ăна Европăри наука-промышленность консорциумĕ ирттерет, ку консорциума Раççейри тата Великобританири естествознани академийĕсем, Германири естествознани академийĕн издательство çурчĕ тата Еврази наука-промышленность палати кĕреççĕ.
Раççей естествознани академийĕн (РАЕ) «Тăван çĕршыв наукин ылтăн фончĕ» наци программине кура тата Европăри наука-промышленность консорциумĕн наградăсемпе ĕçлекен комиссийĕ йышăннă тăрăх, Ĕçпе те Пĕлÿпе ятлă орден туса хунă (LABORE ET SCIENTIA). Çак орденпа Раççейри тата ытти çĕршывсенчи ученăйсене наукăпа вĕрентĕве сулмаклă пай-тÿпе хывнăшăн наградăлаççĕ.
Пирĕн Сергей Арсеньевич – РАЕ член-корреспонденчĕ, РАЕ президиумĕ шута илнĕ чылай ĕçĕпе çĕнĕрен палăрнă, çав шутра – авторитетлă изданисенче пичетленнĕ статьясем, президиум дипломне тивĕçнĕ докладсем т. ыт. те. РАЕ президиумĕ сĕннипе Европăри консорциум Ĕçпе те Пĕлÿпе орденпа С.А.Владимирова наградăлама йышăннă (2013 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнчи 29-мĕш номерлĕ протокол).
Ордена чаплă лару-тăрура РАЕ кĕрхи сессийĕнче сентябрьте Сочире, Мускавра тата Мюнхенра ноябрьте параççĕ. Пирĕн ентешĕмĕр Мускаври ноябрĕн 13–15-мĕшĕсенче ĕçлекен сессие хутшăнать. Ĕçпе те Пĕлÿпе ордена ылтăнпа, кĕмĕлпе пуянлатнă, вăл сакăр вĕçлĕ-чĕмеллĕ çăлтăр евĕрлĕ, варринче çавра медальон, орнаментпа хитрелетсе унта награда ятне çырса хунă.
Вăрнарти юлташĕсем Сергей Арсеньевича хĕрÿллĕн саламлаççĕ, Европа уçлăхĕнче çĕнĕ ăнăçусем сунаççĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ