14 августа 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев черетлĕ планеркăна хальхинче те вырма ĕçĕсенчен пуçланă. Çанталăк аграрисене ĕçлеме май туса пачĕ, хальлĕхе тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкăн 55 проценчĕ çинчен пуçтарса илнĕ. «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕнче вырмана вĕçленĕ, кĕрхи акана тухнă, çĕр улми çеçкине çулма тытăннă.
Ларура тăлăх ачасене тата нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки те калаçнă. Учетра 54 тăлăх ача шутланать, вĕсенчен 20-не пурăнмалли кĕтес туса пама федераллă бюджетран 1,7 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 15,1 миллион тенкĕ уйăрнă, пĕлтернĕ строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин. 15-шĕ валли Вăрнарти Чернышевский урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт туса парĕç, тăваттăшне Калинино салинче хваттерсемпе тивĕçтерĕç. Енĕшри тăлăх ача тăван ялĕнчех çурт çĕклесе пама ыйтнă.
Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтернисĕр пуçне кĕçех тепĕр программа та ĕçлеме пуçлать, ун тăрăх ку ушкăнри ачасене хăйсен кил-çуртне юсама 2016 çулччен çулсерен 500-шер пин тенкĕ уйăрĕç.
Опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Римма Федорова тĕлĕнмелле факт пĕлтернĕ. Хăш-пĕр ырă чунлă мар çынсем патшалăхран тÿлевсĕр хваттер илес тесе ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех ачасене «тăлăха» хăварасшăн иккен.
Нумай ачаллă çемьесене çуртпа тивĕçтерес программа та малалла ĕçлет. Кăçал Упнер тата Мулакасси Мăрат ялĕсенчи йышлă çемьесене хăтлă çуртсем çĕклесе парĕç.
Планеркăра çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрасси пирки те калаçнă.
Районти криминогенлă лару-тăру пирки «Вурнарский» пайĕн штаб пуçлăхĕ Ярослав Никифоров каласа кăтартнă. Çак кунсенче йĕрке хуралçисем «Янгорчино» хуçалăхăн тыррине вăрлакансене тытса чарнă. Çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ ÿснĕ. Нумаях пулмасть ВАЗ автомобиль автозаправка станцийĕ çывăхĕнче скутера çул памасăр ăна çапса кайнă. Скутер водительне, аманнăскере, район тĕп больницине çитернĕ.
Л.ИВАНОВА.