12 августа 2013 г.
Мухтавлă ентешĕмĕр СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов çуралнăранпа августăн 13-мĕшĕнче 120 çул çитет
Чăваш ен культурин паллă ăстисем пирки калаçнă чухне чи малтанах Максим Дормидонтович Михайлова аса илеççĕ. М.Михайлов хамăр районти Кульцав ялĕнче 1893 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Икĕ çул ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн вăл тăван ялтан икĕ çухрăмри земство шкулне куçать, кунти хора çÿреме пуçлать.
Пĕррехинче шкула ялти пачăшкăн пиччĕшĕ К.Н.Поливанов учитель килет, М.Михайлов юрланине итлесе тĕлĕнет. Вăйлă саслă ачана вăл Хусан çывăхĕнчи Бетьки ятлă хăйĕн ялне илсе каять. Музыкăна юратакан çак учитель пулман пулсан М.Михайловăн таланчĕ, тен, пĕтĕм халăх пуянлăхĕ пулаймастчĕ те пуль. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле Максим баспа (хулăн сасă) юрлама пуçлать.
Вун çиччĕри Максим Хусана телей шырама каять. Ĕç шыраса икĕ эрне иртсе каять. Çапах та вăл пристаньре грузчикре вăй хума пуçлать. Хыççăн ăна Спас мăнастирĕн хорне юрлама илеççĕ. Çав вăхăтрах вăл пасторсен курсне çÿреме тытăнать.
Хусанти музыка училищин профессорĕ Ф.А.Ошустович юрăç ачасен концертĕнче М.Михайлов юрланине илтсенех пулас юрăçа палăртнă.
Пасторсен курсне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн М.Михайлов дьяконта тимленĕ май чиркÿре юрлама пуçлать. Хыççăн вăл Уфа, Омск, Хусан хулисенче протодьяконта службăра тăрать. 1924 çулта вара Мускавра Василий Кейсарийский храмĕнче чухне музыкăна юратакансем М.Михайлов юрланине пысăка хурса хакланă. Унăн вăйлă сасси чылай çынна тыткăна илнĕ, ăна итлеме ятарласа храма çÿренĕ. Мускавра вăл юрлас енĕпе ăстасенчен ятарлă уроксем илме, тĕрлĕрен юрăçсемпе çыхăну тытма, майĕпен театрсене çÿреме пуçланă. М.Михайловăн пултарулăхне малалла аталантарассине, унăн пурнăçне А.М.Горькийпе тата А.В.Луначарскийпе тĕл пулни пысăк улшăнусем кĕртнĕ.
1929 çулта Максим Дормидонтович чиркÿ службине хăварса Мускавра радиовещани студинче юрăç пулса тăрать. Тепĕр виçĕ çултан унăн ĕмĕчĕ пурнăçланать – ăна Пысăк театра чĕнсе илеççĕ. 1933 çулхи январьте вăл пĕрремĕш хут «Садко» оперăра юрланă. М.Михайлов опера труппине тивĕçлипех кĕнĕ, сцена çинче паллă юрăçсемпе – Неждановăпа, Обуховăпа, Держинскаяпа, Борисовăпа, Козловскийпе, Лемешевпа, Пироговпа, Рейзенпа, Ханаевпа тата ыттисемпе пĕрле юрланă. Ф.И.Шаляпин ăна ăмсаннă та. Ку вăхăтри бассенчен чи пултаруллисенчен кама асăннă пулăттăр тесе ыйтсан, чаплă юрăç Федор Шаляпин çапла хуравланă: «Чăн-чăн бас халĕ Мускавра кăна, вăл – Максим Дормидонтович Михайлов... Пысăк театр çука юлман... Михайловăн сасси мĕнешкел. Эпĕ ăна ăмсанатăп».
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Максим Дормидонтович концерт бригадисемпе çÿресе çĕршыва хÿтĕлекенсем тата аманнисем умĕнче юрланă госпитальсенче.
М.Михайлов чĕрĕк ĕмĕре яхăн Пысăк театр сцени çинче 25 оперăра юрланă. Ăна Европăпа Азири 12 çĕршывра итленĕ.
1956 çулхи сентябрьте Максим Дормидонтович Чăваш çĕршывĕнче – Шупашкарта, çуралнă Кульцав ялĕнче – пулса ентешĕсене хăйĕн хăватлă сассипе юрласа савăнтарнă, мăнаçлантарнă.
1940 çулта ăна СССР Халăх артисчĕ ятне панă, Ленин орденĕпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденпа наградăланă. М.Михайлов икĕ хутчен – 1941, 1942 çулсенче – СССР Патшалăх премине тивĕçнĕ.
Пирĕн ентешĕн, ăста юрăçăн ячĕ Раççейпе Чăваш ен культурин историйĕнче ĕмĕрлĕхе юлнă.
1983 çулта СССР халăх артисчĕ, икĕ хут Патшалăх премийĕн лауреачĕ М.Д.Михайлов çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа унăн тăван ялĕнче – Кульцавра – музей уçăлнă. Коллективлă хуçалăхăн хăватлă аталанăвĕпе пĕрле совет самани культурăна чечеклентерме лайăх майсем туса панине – ялти чухăн çын ачи СССР халăх артисчĕ таран çĕкленни урлă кăтартса панă. Çын мĕнле майпа талантне туптанипе, чăтăмлă ĕçлеме пултарнипе, камсемпе туслă пулнипе, пурнăçĕпе паллаштарнă.
Паллă артиста, ăста юрăçа халалласа тĕп хуламăрта, Шупашкарта, 1991 çултанпа кашни çулах М.Михайлов ячĕпе халăхсем хушшинчи опера фестивалĕ иртет. Тĕнчери чылай çĕршывран паллă юрăçсем хутшăнаççĕ унта. Музыкăн çак пысăк уявне вара Максим Дормидонтовичăн мăнукĕ, Максим Игоревич Михайлов та, Пысăк театрăн солисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, яланах хутшăннă.
Максим Дормидонтович Михайлов 1971 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
Хамăрăн мухтавлă ентешпе мухтанатпăр, хăпартланатпăр.
А.АЛЕКСАНДРОВА