Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тăкак кÿнĕ

07 августа 2013 г.

Кăçалхи çур çулта Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн следстви органĕсем коррупципе тата взятка илнипе çыхăннă уголовлă ĕçсене пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен виçĕ хут нумайрах пуçарнă.

Коррупци паллиллĕ преступленисене тупса палăртассипе республикăри йĕрке хуралĕн пур органĕпе пĕрле тачă çыхăнура ĕçленĕ.

Январь – июнь уйăхĕсенче следстви управленийĕн органĕсене коррупциллĕ ĕçсем çинчен 485 пĕлтерÿ килнĕ (пĕлтĕр – 394), вĕсенчен 372-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Унчченхи çулсенчи пекех следовательсем палăртнă чи анлă сарăлнă коррупциллĕ преступленисем: службăри ултав (114 ĕç), взятка илни (86), служба вырăнĕпе усă курса пурлăха вăрлани (62), должноçри полномочисенчен иртни е вĕсемпе иртĕхсе усă курни (27 тата 37), служба вырăнне усă курса тунă ултав (32).

Взятка панă тĕслĕхсемпе следовательсем 7 уголовлă ĕç пуçарса тишкернĕ.

Коррупциллĕ ĕçсемпе общество тата патшалăх интересĕсене кÿнĕ тăкак 31 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 2,5 хут пысăкрах. Следовательсем пурлăха арестлесе тăкака саплаштарма мерăсем йышăнассипе те усă курнă. Çур çулта пĕтĕмĕшле 18,5 миллион тенкĕлĕх пурлăх çине арест хунă.

Коррупциллĕ преступленисемшĕн кăçалхи ултă уйăхра муниципалитетсен 13 сотрудникĕ – муниципаллă пĕрлĕхсен ултă пуçлăхĕ тата влаçăн вырăнти органĕсен виçĕ депутачĕ – суд тенкелĕ çине ларнă.

Влаç представителĕсенчен çичĕ çынна коррупцишĕн айăпланă: Шалти ĕçсен министерствин органĕсенче – тăваттă, уголовлă ĕçсене пурнăçлакан службăра – иккĕ, суд приставĕсен службинче – пĕрре. Йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене коррупциллĕ 11 киревсĕр ĕç тĕлĕшпе айăплав тăратнă.

А.ШАРИН,

Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕн ертÿçи

юстици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика