07 августа 2013 г.
Тĕлĕнмелле шăпа пÿрнĕ 58 çул пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнакан мăшăрсене – Калинино салинчи Риммăпа Петр Никифоровсене.
П.Никифоров 83 çул каялла Айкăшра йышлă чăваш çемйинче çуралнă. Çав çулсенчех Архангельск облаçĕнчи Нечаевсен вырăс çемйинче Римма кун çути курнă. Унăн пиччĕшпе шăллĕсем вара вунпĕрĕн пулнă.
– Аттене вăрçă пуçланнă çулах, çурла уйăхĕнче, фронта ăсатрăмăр, кăшт каярах – пиччене. Тепĕр çулне Тула çывăхĕнчи çапăçура атте вилнĕ, кĕçех пичче те çапăçу хирĕнчех выртса юлни пирки пĕлтерчĕç, – аса илет П.Никифоров.
– Вăрçăччен пирĕн йышлă çемье Краснодар крайне куçса тĕпленнĕччĕ. Нимĕç фашисчĕсем эпир пурăнакан станицăна тытса илсенех пирĕн аттене, коммунист тесе, персе вĕлернĕ. Çавна пула манăн телейлĕ ачалăх путланчĕ, эпир, вун икĕ ача, аттесĕр тăрса юлтăмăр, – тăсать калаçăва Римма Григорьевна.
Нуши-тертне сахал мар тÿснĕ чăваш ачипе Краснодар енчи вырăс хĕрĕ Римма. Парăнма шутламан, малаллах талпăннă – шкулта тăрăшса вĕреннĕ, пионерпа комсомол речĕсенче тăрса шкул пурнăçне хастар хутшăннă, çирĕп ăс-тăнлă пулма ĕмĕтленнĕ.
Каярахпа иккĕшĕ те ача-пăчана вĕрентес ăсталăха алла илнĕ. П.Никифорова Калинино салинчи вăтам шкула янă. Римма Нечаева та, географи учителĕ пулма вĕреннĕскер, кунта лекнĕ. Вĕсен хушшинче туслăхпа юрату çуралнă, çав юратăва вĕсем 58 çул çирĕп упраса усраççĕ.
– Упăшка пулассине куриччен чылай маларах ун сăн-сăпачĕ евĕрлĕ каччă тĕлĕкре тĕлленнĕччĕ. Петр Никифоровича пĕрремĕш хут курсанах çав тĕлĕк аса килчĕ, ку çын ман шăпах пулĕ тесе шутларăм. Паллах, çакă çынсемшĕн ĕненмелле мар пек, – тет Р.Никифорова.
Иккĕшĕ те ачасене вĕрентес, вĕсене ăс-тăн парас ĕçре 40 çул ытла хăйсен мĕн пур пултарулăхне усă курса вăй хунă. Хăйсем вĕрентнĕ ачасем ырă сăмахсемпе çеç аса илеççĕ. Кунсăр пуçне П.Никифоров вĕрентÿ учрежденийĕсене те чылай çул ăнăçлă ертсе пынă.
Иккĕшĕ те тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.
Хыткан кĕлеткеллĕ, уçă та ăшă кăмăллă П.Никифоров халĕ те канăçлăх çинчен шутласшăн мар: пахчара тăрмашма, утса е велосипедпа çÿреме килĕштерет. Юлашки тапхăрта арăмĕн сывлăхĕ хавшани питĕ пăшăрхантарать ăна. Апла пулин те вĕсем ялан пĕрле, пĕрне пĕри ăшă сăмахпа, ĕçпе пулăшса хавхалантараççĕ.
– Мăшăрлăха, çемьелĕхе, юратăва, пĕр-пĕрин хушшинчи шанчăклăха пурнăç тăршшĕпех çирĕп тытса, ăнланса пыни, сиенлĕ йăласемпе çыхланманни пирĕн ĕмĕре ку таранччен тăсса пыраççĕ, – теççĕ вĕсем.
Хĕрĕ, Галина Петровна, Чулхулари ют çĕршыв чĕлхисен институтне вĕренсе пĕтернĕскер, чылай чĕлхепе ирĕклĕнех калаçать, студентсене вĕрентет. Çав вăхăтрах ытти çĕршывсенчен пирĕн республикăна килнĕ хăнасемпе ирттерекен калаçусене те куçаруçă пулса хутшăнать.
– Хамăн атте-аннепе мухтанма манăн сăлтав пурах. Вĕсен ăс-тăнĕ, хăйсене тытма пĕлни мана та куçнăран питех те савăнатăп, – тет вăл.
Вениамин ИВАНОВ