07 августа 2013 г.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикинчи пур бюджет учрежденийĕнче тимлекенсен шалăвĕ ÿснĕ.
Акă сывлăх сыхлавĕн тытăмнех илер. Районта врачсен вăтам ĕç укçи – 21 пин тенкĕ, вăтам сыпăкри медицина персоналĕн – 12 пин, санитаркăсен – 8 пин тенкĕ ытла. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри вĕрентÿ, культура сферисенче тата сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен вăтам шалăвне тата 15,9 процент ÿстерме палăртаççĕ.
– Тивĕçлĕ шалу ĕçлеме хавхалантарать паллах. Анчах çакна та палăртса хăвармалла. Эпир, сывлăх сыхлавĕн сферинче вăй хуракансем, Гиппократăн тупине яланах асра тытнă та, тытатпăр та. Авалхи паллă тухтăрăн тĕп халалĕ – сиен ан ту – пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать, – терĕ район тĕп больницинче тимлекен шăл тухтăрĕ Галина Горбунова. Вăл 26 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет, çамрăк ăрăвăн шăлĕсем сывă пулччăр тесе тăрăшать, пациентсемпе ăшшăн калаçать.
Е. Порфирьева.