Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмара

07 августа 2013 г.

Ачалăх вăхăчĕ халĕ те асра. Эпир, 11–13 çулти ачасем, амăшĕсемпе пĕрле тыр вырма çÿренĕ. «Паян сад аяккинчи айлăма каймалла», – терĕ апай. Пир сумкăна уйран, çăкăр, сухан чиксе хатĕрленĕ.

Эпир уя çитнĕ çĕре бригадир шагалкăпа (икĕ метр тăршшĕ йывăç циркульпе) ана виçсе пама пуçланă та. Кашнинех ултшар тÿпе лекет. Çемьеллисем ытларах та илеççĕ. Ана тăршшĕ вăрăм мар. Вĕçĕ Йăрар çырмине тухать. Пирĕн ана Герасимовсен анипе юнашар лекрĕ. Вĕсен виçĕ ачи те тыр вырма килнĕ. Пĕр вĕçĕнче Тамарăн амăшĕ тăрать, апай икĕ ана хушшипе йĕр туса утса тухать.

– Ну, ачасем, – тет апай, – пĕр мулкач çури пирĕн ана çине, тепри Тамарăсен патне кĕрсе кайрĕ. Ана вĕçне вырса çитсен кĕске хÿресене тытмалла пулать.

Эпир, ачасем, ана хĕррипе, таптанă енчен, кĕрсе выратпăр. Кĕлтесене çыхма çăмăл пултăр тесе вĕтĕрех туналлă ырашран тăватпăр.

Пĕлĕтре тăри хăйĕн юррине шăрантарать, ана вĕçнелле карăш юрлать. Садран кайăк юрри илтĕнет. Шăрăх. Хушшăн-хушшăн çил вĕрсе иртет. Çил вĕрнипе ыраш анийĕ те хитрен хумханса илет.

Хыçалла пăхсан кĕлтесем выртса юлаççĕ. Кăнтăр апачĕ тĕлнелле апай вĕсенчен тĕмесем тума хушать. Тĕм вăл пилĕк кĕлтене пĕрле тăратса лартни.

Кÿлĕ хĕрринчен лаша килни курăнса каять. Вырмара кăнтăрла вĕри апат çитереççĕ. Бидон йăтса эпĕ те лав патнелле утатăп. Виçĕ тÿпе яшка, тепĕр банка шыв илсе апайпа йăмăк патне çаврăнса çитетĕп. Апатлансан пире апай çуршар сехет канма хушать. Пилĕк ывăннă пулин те, юнашарти ачасемпе сада чие çиме кĕретпĕр. Сад хуралçи Владимир Федоров кунтах çÿрет пулин те, чие çиме чармасть, çапах та пан улми татма юраманнине асăрхаттарать. Шăрăх тăнипе çав çул чие те вĕтĕ пулчĕ. Бригадир урапана тимĕрпе çапса сас парать, ку пирĕн садран тухмаллине пĕлтерет. Ĕçе тытăнатпăр. Ыраш пусси вĕçĕ курăнсан аслисем пире хавхалантарса мулкач çурисем тухса тарасран анана çавăрса вырма хушаççĕ. Ĕçе пĕтертĕмĕр. Халĕ ана тăрăх юлнă пучахсене пуçтарса кĕлте хушшине чикетпĕр. Бригадир кашни ана патне пырса пучах юлманнине тĕрĕслесе тухать. Кĕлтесенчен çĕмел тăватпăр.

Киле тÿрĕрен, Йăрар урлă, каятпăр. Кунти уя комбайн вырать. Ырашĕ çынран та çÿллĕ. Эпĕ çул тăршшĕпех ыраш пĕрчисене пăхса пыратăп. Йĕкĕр пучах шыратăп. Малтанхи кун тупнăччĕ-ха. Елюк аппа кам йĕкĕр пучах тупать вăл укçа-тенкĕллĕ пулать тенĕччĕ...

Кÿлĕ хĕрне çитрĕмĕр. Эпир, ачасем, шыва кĕрсе тухмасăр киле каймастпăр. Аслисем выльăх-чĕрлĕх пуçтарма ялалла утаççĕ.

М.СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика