05 августа 2013 г.
«Регионсен хушшинчи Тутарстанри ветеринари лабораторийĕ» патшалăх учрежденийĕн тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, чăваш çĕрĕн пулăхлăхĕ япăх мар. Çĕре тĕпчекен пай пуçлăхĕ Владимир Беляков каланине ĕненес-тĕк, кÿршĕллĕ регионсенче те ку енĕпе лару-тăру аптрамасть.
Лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем сисчĕвлентереççĕ
Çĕрте, нормăпа килĕшÿллĕн, гумус виçи 6 процент пулмалла. Тутарстанра пулăхлăх шайĕ – 4 процент, Чĕмпĕр облаçĕ хура çĕрпе чăннипех те мухтанма пултарать. Удмурти çĕрĕ пирки вара унти специалистсем лайăххинех каламаççĕ. «Гумус виçи нормăран самаях пĕчĕк, çав тăрăхри лаптăксене им-çампа «апатлантарманни» куç кĕрет, – тет Владимир Анатольевич. – Çапах чăвашсен те пăшăрханма сăлтав пур. Пушă выртакан çĕрсем тĕлĕшпе агрохими тĕпчевĕ ирттермеллех. Ку, пĕрремĕшĕнчен, Çĕр çинчен калакан саккунсем ыйтни те. Патшалăх хушнипе тивĕçлĕ органсем тĕрĕслевсем ирттерни çителĕксĕрри паллă. Лаптăк хуçисен пулăхлăха ÿстерес тĕлĕшпе тăрăшмалла. Чи малтанах вара унти гумус виçине палăртмалла. Кун хыççăн мĕнпе им-çамламалли паллă пулĕ. Пирĕн хамăра тăрантаракан çĕре пăхмаллах. Пĕрре юхăнтарса ярсан кайран лаптăкран лайăх тухăç иличчен темиçе хут ытларах тăкакланма тата ĕçлеме тивет».
Сăмах май, асăннă лабораторире пирĕн тăрăхри 84 вырăнтан илнĕ çĕре тĕпченĕ. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри çĕрсен пулăхлăхĕ йĕркеллĕ шайра терĕмĕр-ха та, анчах Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем «чан çапаççĕ». Лаборатори тĕпчевĕсем хамăр республикăран янă çĕрсенче нитрат виçи нормăран пысăкраххине палăртнă. Çакă вара, чăнах та, сисчĕвленмелли сăлтав.
Танлаштарма: Тутарстанра 54 проба «таса мар» – нефть продукчĕсемпе вараланнă тата сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă тупнă. Удмуртире те микробиологи тĕлĕшĕнчен лайăхах мар, çитменнине унта пестицидсем тăрса юлнă. Ульяновск облаçĕнче 3 пробăра йывăр металлсем пулнă.
Çĕр ыйтăвĕ тавлаштарать-и;
Тăпра пулăхлăхне кура пысăк тухăç илетпĕр. Çавăнпа лаптăк мĕнле пулнине пĕлсе тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Лаборатори панă кăтартусем судра тавлашуллă самантсене уçăмлатаççĕ. Нумаях пулмасть акă Тутарстанра 98 гектара хими япалисемпе вараланă тĕлĕшпе суд пулнă. Хĕвел çаврăнăш уйне им-çам сапнă. Анчах та технологие пăхăнман, тĕрĕсрех каласан çанталăк условийĕсене шута илмен. Çав кун çил тухнă, апла пулин те ĕçе малалла тăснă. Çиле пула вара гербицид çывăхра акнă кĕрхи ыраш уйне лексе сиен кÿнĕ. Паллах, хими япали сапнă предприяти хăй айăпне йышăнман. Çĕре тĕпченĕ те – йăлт уçăмланнă.
Лаптăка арендăна панă, сутас-туянас чухне те кунашкал тĕпчев ирттерме сĕнеççĕ. Çĕр пулăхлăхĕ малтанхинчен япăх пулсан сиен кÿнине суд урлă шыраса илме пулать-çке. Кунта каллех лаборатори пĕтĕмлетĕвĕсем питĕ вырăнлă пулĕç.
Цинк виçи те пысăк
Республикăри çĕр тасалăхĕ пирки сăмах пуçарнă май юлашки пĕтĕмлетÿсем пирки асăнмасăр иртеймĕн. Мĕншĕн-и; Çак кăтартусем республика çĕрĕсенче цинк виçи те нормăран пысăкраххине çирĕплетеççĕ-çке. Раççей Ял хуçалăх асăрхавĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕ Нина Воронова каласа панă тăрăх, çĕнĕ çулччен сысна ĕрчетекен хуçалăхсен таврашĕнчи çĕрсене тĕпченĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра темиçе лаптăкран çĕр илнĕ. Шел, кашниех сиенленни палăрнă.
Çĕр вĕт хăйне хăй сиенленмест. Кунта çыннăн тÿпи пысăк. Унăн вăйĕ тата ăс-тăнĕ çут çанталăка япăхлатма мар, лайăхлатма çеç ĕçлетĕрччĕ. Халь çак пурлăха упрамасан кайран мĕнле çимĕç çийĕпĕр-ши;
Н. Васильева