05 августа 2013 г.
Патшалăх регистрацийĕ тата картографи енĕпе ĕçлекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле харпăр хăй хуçалăхне тытса пыма, çурт-йĕр хăпартма тата нумай хваттерлĕ çуртсем тума уйăрнă çĕрсене тишкерме тытăннă.
Кăçалхи çур çулта вырăна тухса 1137 çĕр лаптăкне тĕрĕсленĕ (2011 тата 2012 çулсенче – 1493), 898-пе усă курманнине тупса палăртнă. Вĕсенчен 112-шĕ уйрăм хуçалăха аталантарма, 778-шĕ уйрăм, 8-шĕ нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тума уйăрнăскерсем. 160 çĕр участокĕпе тĕллевлĕ усă кураççĕ, 79-шпе вара тĕллевлĕ мар.
Чылай çĕр лаптăкне çаврăнăша кĕртмен, вĕсем хыт-хурапа, йывăç тĕммисемпе хупланса ларнă. Çурт-йĕр валли уйăрнă лаптăксенче строительство палли те çук: никĕс хывман, стройматериалсене кÿрсе килмен. Пахчасенче çĕре чавмаççĕ, нимĕнле культура та çитĕнтермеççĕ, нумай çул ÿсекен курăксене пуçтарса илмеççĕ. Кун пек çĕрсем кашни районтах пур. Строительство тата ял хуçалăх культурисем валли уйăрнă çĕрсене коммерци тĕллевĕпе усă курни те тĕл пулкалать. Ку вара – çĕр саккунне пăсни.
Вырăна тухса тĕрĕсленĕ çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе ятарлă справка çыраççĕ. Пĕлтĕр тата виçĕм çул çырнă справкăсем тăрăх тĕллевлĕ усă курман çĕрсен списокне хатĕрленĕ. Ун тăрăх кăçалхи çур çулта 842 çĕр лаптăкне тепĕр хут тĕрĕсленĕ. Кунашкал тишкерĕве çитес çур çулта та пурнăçлĕç.
Тĕрĕслев справкисенчи информацие патшалăхăн çĕр асăрхавне ирттернĕ чухне те усă кураççĕ. 2012–2013 çулсенче патшалăх çĕр инспекторĕсем маларах тĕрĕсленĕ çаврăнăша кĕртмен е тĕллевсĕр усă куракан 176 çĕр лаптăкне тепĕр хут тишкернĕ. Вĕсен хуçисене административлă штраф тÿлеттернĕ.
Управленинче пĕрремĕшле тата хыççăнхи тĕрĕслевсем тĕлĕшпе çырнă справкăсене цифрăллă карттăсем çине куçарас ĕç пырать. Çакă малашлăхра тĕрĕсленĕ çĕрсен электронлă картографи базине йĕркелеме тата Чăваш Республикин геоинформаци порталĕ урлă информацие пичетлесе кăларма май парĕ.
В.ЕГОРОВА