05 августа 2013 г.
Чăваш Республикин ĕç сыхлавĕн патшалăх инспекторĕсем январь–июнь уйăхĕсенче 56 инкеке, вăл шутран 34-шне – кăçал пулса иртнисене, тĕпченĕ: 2-шĕ – ушкăнпа çыхăннă, 29-шĕ – йывăр, 19-шĕ – вилĕмпе вĕçленнĕ, 6-шĕ – ытти сăлтавпа çыхăннă тĕслĕхсем.
Унчченхи çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан производствăра йывăр аманасси 22-рен 33 çынна çитнĕ. Çын пурнăçĕ татăласси пĕр тĕслĕх ытларах. Вилмелле аманасси тавар туса кăларакан производствăра ÿснĕ – икĕ тĕслĕх ытларах. Ял хуçалăхĕнче, курттăм тата вак суту-илÿре чакнă (2:1). Производствăра аманнисенчен улттăшĕ алкоголь шĕвекĕ ĕçни паллă, вĕсенчен тăваттăшĕ вилнĕ.
Патшалăх инспекторĕсем çавăн пекех производствăри инкексене тĕпчес, кирлĕ хутсене çырас тата учета илес йĕркене пăхăннине икĕ хутчен тĕрĕсленĕ. Вĕсем вăхăтĕнче йĕркене пăснă 9 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Производствăри инкексем тĕлĕшпе кăçалхи çур çулта ĕç саккунне пăснисем çине уголовлă явап хурас тĕллевпе прокуратура органĕсене 41 материал ярса панă. Пиллĕкĕшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, должноçри виçĕ çынна суд урлă айăпланă.
Вăрнар районĕнче асăннă тапхăрта çавăн пекех йывăр пĕр инкеке тишкернĕ. Вăл Вăрнар поселокĕнчи строительство объектĕнче кирпĕч хума хатĕрленнĕ вăхăтра пулса иртнĕ. Инкек сăлтавĕ – каменщик сыхлакан пиçиххипе çыхăнманни.
Л.ТИХОНОВА