Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕр водитель – пысăк хăрушлăх

05 августа 2013 г.

Ÿсĕр водительсем хăйсемшĕн кăна мар, пуриншĕн те çул çинчи лару-тăрăва кăткăслатаççĕ. Вĕсен айăпĕпе, тĕпрен илсен, синкерлĕ инкексен пысăк пайĕ пулса иртет те. Кашниех çакна лайăх пĕлет-ăнланать, анчах эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларакансем пурпĕрех сахал мар.

Çакнашкал тĕслĕхсене асăрхаттарас, çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе республикăра тăтăшах «Ÿсĕр водитель» рейдсем йĕркелеççĕ. Черетлĕ профилактика мероприятийĕ июлĕн 26–28-мĕшĕсенче иртнĕ. Рейда канмалли кунсенче тухни ахальтен мар: ÿсĕр водительсен шучĕ шăпах эрне кунхи каçран тунти кун- ччен тăрук ÿссе каять. Шупашкарта кăна акă çак тапхăрта автоинспекторсем урă мар 23 водителе чарнă.

«Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ Е.Евдокимова пĕлтернĕ тăрăх, хамăр районти çулсем çинче инспекторсем рейд вăхăтĕнче машинăна ÿсĕрле тытса пынă пĕр водителе тупса палăртнă.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика