05 августа 2013 г.
Пăртас ял поселенийĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене депутатсемпе, пухусенче халăхпа пăхса тухассине йăлана кĕртнĕ. Анчахрах акă Волонтерта пурăнакансемпе пуху ирттерме лекрĕ.
Çак ял çынни – В.Гордеева – темиçе çул ĕнтĕ ялти клубра ĕçлекен А.Платоновăпа Л.Спиридонова пирки çăхав çырать, хисеплĕ çынсене хур тăвать. Тăватă çул хушшинче вăл ăсатнă çăхавсен шучĕ 20 çитнĕ.
«Таса çынсен ячĕсене варалама чармалла, çитет капла пурăнса», – çакăн пек шухăшпа пухăнчĕç ял çыннисем. Пухăва Волонтерта списокпа шутра тăракан (ытларахăшĕ Шупашкарта тĕпленсе пурăнать) 65 çынран 26-шĕ килнĕ.
Халăх малтан В.Гордеевăна сăмах пачĕ, хăйĕн ÿпкевĕ пирки тĕплĕн пĕлтерме ыйтрĕ. Вăл хăйĕн тĕллевне яр-уççăн палăртрĕ – А.Платоновăпа Л.Спиридонова клубра ĕçлеме тивĕçлĕ мар, вĕсене паянах унтан кăларса ямалла! Мĕн кăна çырса пĕтермен пуль; Иккен, А.Платоновăпа Л.Спиридонова ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ, ĕç кунĕн йĕркине уямаççĕ, ĕçе тухмаççĕ, мероприяти ирттересси пирки пĕлтерÿ çакмаççĕ, халăх хушшинче профилактикăллă ĕçсем тумаççĕ, ял территорине çум курăкран тасатмаççĕ, çынсене районти смотр-конкурссене хутшăнтармаççĕ, тата темтепĕр.
Клуб заведующийĕ А.Платонова туса ирттерекен ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Манăн та çăхаври кашни сăмах тĕлĕшпе тенĕ пек ăнлантарма тиврĕ. В.Гордеева клуба хирĕç пурăннă май кунта ĕçлекенсен кашни утасне çырса пыни те пухăва килнисене шалтах тĕлĕнтерчĕ. Анчах çапма пĕлмен пушă хăйнех пырса тивет тенине те асра тытмалла мар-ши;
Акă, В.Гордеева клубра ĕçлекенсем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ тесе çырать. Енчен те А.Платоновăпа Л.Спиридонова хăйсен таса ятне çапла вараланăшăн ăна суда парас-тăк; Е тата клуб тирпейлевçи Л.Спиридонова ĕçе тухман, тесе июльти кашни куна çырса-картса пыни путиш мар-и; Тĕрĕссипе, вăл июлĕн 1–28-мĕшĕсенче черетлĕ отпускра пулнă.
А.Платонова нимĕнле мероприяти те ирттермест, çынсене смотр-конкурссене хутшăнтармасть, тени те тĕрĕс мар. Акă, Л.Иссакова районта иртнĕ «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» смотр-конкурсра хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Диана Лубковăпа Аня Порфирьева ачасем ял поселенийĕнче иртекен кашни концерта тенĕ пек хутшăнаççĕ. Культура ĕçченĕсем те халăх хушшинче пушар хăрушсăрлăхĕ, шывра асăрхануллă пулмалли пирки, ытти енĕпе калаçусем ирттереççĕ.
Ял çыннисем те, сăмах илсе, В.Гордеевăна çăхав çырма лариччен тĕплĕн шутласа пăхма сĕнчĕç, çак «ĕçпе» аппаланма чарăнма кирлине хыттăнах асăрхаттарчĕç. «Ялта лавккана хупрĕç, клуба та хуптарсан çамрăксен ăçта каймалла; Платонова ĕçĕ пире тивĕçтерет», – терĕ Р.Иванов. В.Капитонова клубра та, территорире те яланах таса, тирпейлĕ пулнине палăртнă май, А.Платоновăпа Л.Спиридоновăна аслă ăрурисем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав турĕ. Ăна В.Гордеева çăхавра клуба пухăннисем пĕрле чейпе, кукăль-салатпа сăйланни пирки çырни шутсăрах тĕлĕнтернĕ. «Вĕсене илсе килме никам та пусахламасть, эпир, ватăсем, пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса ларма пухăнатпăр», – терĕ В.Капитонова.
Çавăн пекех З.Шеплягина, Л.Иссакова, В.Порфирьева клуб ĕçĕ килĕшнине çирĕплетрĕç.«Клубра аслисемпе ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, шашка-шахмат, теннис турнирĕсем килĕшеççĕ, çамрăксем волейболла тата футболла выляççĕ, культработниксем яла тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ, клуб заведующийĕ субботниксене хăйĕн косилкине, ытти техникине илсе килет», – терĕ А.Лубкова.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ С.Гордеев клубра тимлекенсем чунтан тăрăшни яр-уççăн курăннине çирĕплетрĕ. Клубра та, территорире те кăтартуллă йĕрке, ирттернĕ мероприятисем пирки информацие кашни эрнере ял администрацийĕн сайтне лартаççĕ, терĕ.
Пуху Волонтерти клуб коллективĕн ĕçне лайăх хак парса сасăларĕ.
Е.МАКАРОВА