Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сарă ылтăна» – хăвăртрах пÿлмене

05 августа 2013 г.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, вырма ĕçĕсене вунă кун хушшинче вĕçлемелле. Анчах та кăçалхи çанталăк условийĕсенче тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене вăхăтра пухса кĕртме йывăртарах. Уй-хирте ĕçлекенсен мĕн пур вăя хурса тăрăшма тивет.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти аграрисем тыр-пула 3135 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. «Уй-хир ылтăнне» пÿлмене 7096 тонна хывнă. Тухăç республикăринчен (20,6 центнер) пысăкрах – районĕпе кашни гектартан вăтамран 22,6 центнер тырă çапса илеççĕ.

«Гвардеец» агрофирмăпа Михаил Максимов фермер хуçалăхĕсĕр пуçне ытти аграрлă предприятисенче кĕрхи тыр-пула вырса пĕтернĕ.

Кив Сăрьелти Валентин Павлов фермер хуçалăхĕнче кăçал комбайна уй-хире кăларман-ха. Кунта çурхи тырă лаптăкĕсем кăна. Пĕтĕмпе 260 гектар, çав шутран тулă –140 гектар, урпа – 120. «Çумăр кунсерен çуман пулсан хальччен каçалăксем тунăччĕ ĕнтĕ. «Сарă ылтăна» хăвăртрах пÿлмене хывас килет. Тепĕр эрнере çанталăк уяртать теççĕ», – пĕлтерчĕ Валентин Павлов. Кăçал фермер хуçалăхĕнче çăмăллăх кредичĕпе усă курса çĕнĕ «Вектор 410» комбайн туяннă. Уй-хир карапĕн штурвалне фермер малтан хăех тытĕ.

Кĕр акине тухма вăхăт çитсе пырать. Валентин Павлов фермер хуçалăхĕнче пулас тухăç никĕсне 150 гектар хывма палăртаççĕ. Мĕн акатăн, çавă шăтать тенине асра тытса вăрлăха çĕнетессине мала хураççĕ. Çывăх вăхăтра кĕрхи туллăн «Безенчукская 380» элита сортне 1,5 тонна илсе килмелле.

Акмалли вăрлăха «Янгорчино», «Санары» хуçалăхсенче те çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Е.ПОРФИРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика