31 июля 2013 г.
Май уявне халалласа Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕрентекенсем тăрăшнипе шкул ачисем Пăваялĕнчи культура çуртĕнче лартнă концерт халĕ те асра. Иккен, ачасене пĕчĕкрен хăнăхтараççĕ ташлама, юрлама, çав вăхăтрах сцена çинче хăйсене тытма, халăх умне тухма. Ташăсене пурне те И.И.Алексеева вĕрентет. Хăй кĕçĕн классен учительницинче вăй хурать, вăхăт çук пулин те хĕлĕпех ачасен пултарулăхне аталантарассипе тимлет. Кашни ташăн – хăйĕн тум, вĕсене О.С.Степановапа иккĕшĕ çĕлесе капăрлатнă.
Шкултан вĕренсе тухса кайнă ачасем Вера Петровна Павлована яланах ырăпа аса илеççĕ. Шкул пахчинче çĕр чавма кăна мар, йăрансем тума, акса-лартма вĕрентнине халĕ те Вера Петровна кăтартнă пек пурнăçлаççĕ. Çакă мар-и-ха ĕмĕрлĕх вĕрентнĕ ĕçĕн пархатарĕ; Вăл нихăçан та сас хăпартса кăшкăрман, ятламан: «Ĕçлени хăвăршăн пулмасан та, вĕренни хăвăршăн, пурнăçра ялан кирлĕ пулакан ĕç, кирек ăçта кайсан та, намăс курмастăр», – тетчĕ вăл.
Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, пирĕн ачасене, алла ручка та тытма пĕлменскерсене, çын пулма, ырми-канми тăрăшса теме те вĕрентнĕшĕн сирĕн умăрта пуç таятпăр. Тепĕр чух эпир сиссе те юлаймастпăр, эсир вара ачасен лайăх, япăх енĕсене пĕлсе тумхахлă çулпа каяссинчен вăхăтра асăрхаттарса хăтаратăр, ырă канашсем парса пулăшатăр. Эсир социолог та, психолог та, ашшĕ-амăшĕсем вырăнĕнче те.
Учитель ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, хальхи саманара пушшех те. Çав-çавах эсир ачасене хăвăрăн çепĕçлĕхпе вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма хавхалантаратăр, пурнăçра кирлĕ специальноç суйлама пулăшатăр.
Ачасемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те сирĕн вĕрентÿ – ĕмĕрлĕх тапса тăракан пĕлÿ çăл куçĕ.
А.ПЕСКОВА