Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Административлă явап тыттарнă

31 июля 2013 г.

Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем районти йĕркелĕхе тивĕçтерессипе тĕрлĕ саккунсене, çĕршыв тата республика ертÿçисен указĕсене, район программисене пăхăнса тимлеççĕ.

Алкогольпе усă курассине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизм чирĕпе ĕçке асăрхаттарассине вăйлатмалли хушма мерăсемпе çыхăннă указсене, административлă право нормисене пăсни çинчен саккуна пурнăçлассипе кăçалхи çур çулта пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çав шутра – профилактика мероприятийĕсем, ятарлă операцисемпе рейдсем, оперативлă шырав ĕçĕсем, тĕрĕслевсем.

Сутас тĕллевпе килте спиртлă шĕвексем хатĕрленĕ тĕлĕшпе (ЧР Саккунĕн 16-мĕш статйипе) акă пĕлтĕрхи пекех 24 тĕслĕх тупса палăртнă.

Йĕркене пăснă тĕрлĕ тĕслĕхпе явап тыттарас тĕллевпе пĕтĕмпе кăçалхи çур çулта административлă 2979 протокол çырнă. Çав шутра: обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн – 675 (пĕлтĕр – 423), вак-тĕвек хулиганла ĕçсемшĕн – 167 (пĕлтĕрхинчен 54,6 процент нумайрах). Вĕсем тăрăх хунă штрафсене 99,2 процент шыраса илнĕ (пĕлтĕр çак вăхăтра – 78,2 процент).

Обществăлла вырăнсенче, урамсенче, уйрăмах кил-хуçалăхсем умĕнче выртакан пурлăха çаратнă тĕслĕхсем нумаййине кура, харпăрлăхçăсем хăйсем тĕлĕшпе те мерăсем йышăнма тивет. ЧР Саккунĕн 10-мĕш статйине пăхăнманшăн (ял-хулари хăтлăх правилисене пăсни) 38 протокол çырнă.

Преступленисем тума хистекен сăлтавсене пĕтерес тĕллевпе полици сотрудникĕсем малашне те административлă мерăсемпе çирĕп усă курма палăртаççĕ.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика