31 июля 2013 г.
Михаил Сафронович Ржанов Кÿлхĕрринче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ тăван колхозра вăй хунă, ултă ывăл çуратса ÿстернĕ. Миша пичче – виççĕмĕш ачи.
1942 çулхи январьте фронта илсе кайнă ашшĕне Сафрон Ивановича тепĕр виçĕ уйăхранах вилмеллех амантнă. Амăшĕ, Агреппина Яковлевна, ултă ачипе тăлăха тăрса юлнă. Пайтах нуша курма тивнĕ çамрăк хĕрарăмăн.
Миша пичче те аслă пиччĕшĕсемпе – Петьăпа тата Ваньккăпа – амăшне май пур таран пулăшма тăрăшнă. Вăрмана вут-шанкă пуçтарма çÿренĕ. Пĕррехинче вĕсене вăрманçă тытса вĕренне касса янине те лайăх ас тăвать вăл. Ачасен киле вутăсăрах таврăнма тивнĕ.
Миша пичче ача чухне тăраниччен çывăрса та курман. Амăшĕ вĕсене колхоз лашине тытма ирех вăратса 4 çухрăма çити янă. Агреппина Яковлевна ачисене выçă лартас мар тесе Вăрнара çăмарта, чăкăт, сĕт-турăх, çу сутма çуран çÿренĕ. Амăшĕ пур йывăрлăха чăтса ирттерсе ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ, 90 çула çитиччен пурăннă.
16 çул тултарсан Миша пичче Нурăсри МТСа плугаре вырнаçнă. Канашра трактористсем хатĕрлекен курссене пĕтерсен ăна «хурçă ут» шанса панă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа Ленинград çывăхĕнчи Кронштадт хулинче Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăнă. Унта вăл II степень старшина, мотористсен командирĕ пулнă. Служба вăхăтĕнчи пăтăрмахлă самантсене те аса илчĕ вăл. Пĕррехинче вĕсене водолазсен ĕçĕпе линкор çине вĕренме илсе кайнă пулнă. Скафандрсем пурне те çитмен. Миша пичче шыва скафандрсăрах чăмнă. Шывра ытти чухнехинчен ытларах пулнăран сасартăк сылтăм хăлхин параппанĕ шаплатнă, кĕçех тепри те. Шывран аран-аран хăпарнă вăл.
Çартан таврăнсан М.Ржанов Нурăсри МТСра ДТ тракторпа тимлеме вырнаçнă.
Малти Ишек хĕрĕпе Мария Петровна Ананьевапа (Праски Виттин икĕ сыпăкри аппăшĕ) пĕрлешсе 8 ача – 4 хĕрпе 4 ывăл – пăхса ÿстернĕ. Каярахпа 5 çул хушши çынсене Вăрнартан ялсене автобуспа турттарнă. Нурăсри электричество подстанцине тракториста вырнаçнă хыççăн вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хунă. Ĕç стажĕ – 40 çул ытла. Ветерана хисеплеççĕ. Професси уявĕсене паллă тума киле килсех илсе каяççĕ, Шупашкара канма та яраççĕ.
Мăшăрĕ, Мария Петровна, чылай çул тăван колхозра вăй хунă. Ачасем йышлă пулин те колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Хăвăртрах киле килсе ачасене апат çитернĕ те каллех ĕçе васканă. Мария Петровна мăнукĕсене Машăпа Артура пĕчĕкренех пăхса ÿстерме пулăшнă. Артур мăнукĕ акă Санкт-Петербургри Аслă çар артиллери академине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, Мурманскра службăра тăрать. Ржановсен мăнукĕсем хулара пурăнаççĕ пулин те мĕн пĕчĕклех алла кĕрепле тытнă, çава тытса утă çулма та пултараççĕ. Нихăшĕ те ĕçрен хăрамасть.
Михаил Сафроновичăн ачисемпе савăнмалăх та сăлтав пур. Аслă ывăлĕн Василийĕн шăпи ашшĕ пекрех. Вăл Чулхулари Тинĕс училищине пĕтернĕ, Шупашкарти юхан шыв портĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ.
Слава ывăлĕ ашшĕ пекех Нурăс подстанцинче электрикре вăй хурать. Юрий строитель профессине алла илнĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать. Алеша ывăлĕ, ОМОН тытăмĕнче службăра тăнăскер, Чечняри хирĕçтăрусене 6 хутчен хутшăннă, халĕ тивĕçлĕ канура. Шупашкарти çăкăр заводĕнче водительте вăй хурать. Рая хĕрĕ 25 çул тракторсем тăвакан заводра тимлет. Венера суту-илÿре тăрăшать. Светлана – Шупашкарта аудитор, кĕçĕн хĕрĕ Юля «Вурнарыгаз» организацире – экономист.
Мария Петровнăпа Михаил Сафронович Ржановсем кăçал январьте мăшăрланнăранпа 55 çул çитнине паллă турĕç. Паян вĕсен 10 мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук.
Ржановсем çамрăк мар пулин те выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Канмалли кунсенче вĕсене хулари ачисемпе мăнукĕсем килсе пулăшаççĕ.
Михаил Сафронович çак уйăхра 80 çул тултарчĕ. Ăна сумлă юбилей ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм та пархатарлă кун-çул, иксĕлми вăй-хал, телей сунатпăр.
Г.ФИРСОВА