31 июля 2013 г.
Вырсарни кун Вăрнарта республикăри казаксен юхăмĕн пысăк делегацийĕ пулчĕ: атаманăн пĕрремĕш заместителĕ Николай Максимов генерал, Шупашкарти «Казачья застава» хутор атаманĕ Владимир Спиридонов, Улатăрти «Казачья слобода» штаб пуçлăхĕ Владимир Мальчиков, аслă канашăн членĕ Иван Никифоров есаул, ыттисем. Атăлçи казак çарĕсен Чăваш енри уйрăмĕн атаманĕ, казак çарĕсен генерал-лейтенанчĕ Валерий Константинович Бобков ертсе пынипе вĕсем Вăрнар чиркĕвĕнче канашлу ирттерчĕç. Ун ĕçне Александр атте, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров та хутшăнчĕç.
Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ казаксен юхăмне кам килнĕ çав кĕнĕ, нумайăшĕ çак юхăмран тупăш илес тесе тăрăшнă. «Çавăнпа та пирĕн çак юхăма унăн йăлисемпе, культурипе çĕклемелле, патриотла туйăмлă çынсене пĕрлештермелле», – терĕ Валерий Константинович.
Хитре тум тăхăнни кăна çителĕксĕр, казаксен юхăмне кĕрекен çыннăн чи малтанах тĕне ĕненекен пулмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ канашлура казаксемпе чиркÿ пĕрлешсе ĕçлес ыйтăва тĕп вырăна кăларчĕç. «Ку ĕçре пачăшкăсăр май çук. Вăл, енчен те казаксем хăйсене кирлĕ пек тытмасан, пирĕн ĕçе чарса лартма та пултарать», – терĕ тĕп атаман.
Чăваш енри казаксен юхăмĕ паян кадет класĕсене – православи казаксен пуласлăхне – тĕн воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕллевпе акă Валерий Бобков Вăрнарти хутор атаманĕпе Николай Николаевпа пĕрле 2-мĕш шкулти кадет класĕнче пулнăччĕ. Хальхи канашлăва ку шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин та хутшăнчĕ. Пĕрле малашнехи воспитани, пурнăçламалли ĕçсене сÿтсе яврĕç.
Асăннă организацин тĕллевĕсем пысăк, Вăрнарти «Георгиевский» хуторăн ĕç-хĕлне тишкернĕ май, кăçал йĕркелеме палăртнă мероприятисем пирки те калаçрĕç.
Казаксем – чăннипех те вăйлă, çĕршыва, чиркĕве, православи тĕнне аталантарма пулăшакан çынсем. Вĕсене патриотла организаци пĕрлештерет. Паллах, Раççейĕн патриотла тĕп организацийĕ вăл – Чиркÿ, православи казакĕсем вара шăпах унăн пайĕ шутланса тăраççĕ. Турă пулăшнипе вĕсем те çынсенче ĕненÿлĕх туйăмне сыхласа хăварма пулăшĕç.
С.ЧИКМЯКОВА