31 июля 2013 г.
Поселокăн Хĕвелтухăç микрорайонĕнче пурăнакан мĕн пур ачан халĕ юратнă вырăн пур
Чернышевский урамĕнче ача-пăча площадкине тин кăна вырнаçтарчĕç пулин те, шăпăрлансем кунтан кунĕпе те татăлма пĕлмеççĕ. Савăнăç мар-и: хăть чуччупа кăмăл туличчен ярăн, хăть карусельпе çил пек çаврăн, е тата «тăвайкки» çине хăпарса вăй-хала çирĕплет... Пĕчĕккисене пĕр вырăнта пухăнса выляма-туслашма май пулни ашшĕ-амăшĕшĕн те меллĕ.
Чернышевский урамĕнчи çĕнĕ ача-пăча площадки валли оборудование Екатеринбургри «УМК Строй» общество тивĕçтернĕ – Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ ирттернĕ аукционра шăпах ку организаци çĕнтернĕ. Специалистсем çийĕнчех ĕçе пуçăнса чуччу-карусельсене, ачасене ярăнмалли-вылямалли ытти оборудование кĕске вăхăтрах лартса çирĕплетнĕ. Тавралли территорие те хăйăр сапса малтанах хăтлăх кĕртнĕ.
И.ЯКОВЛЕВА
фото: http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=589&id=15627