29 июля 2013 г.
Универсиадăна чи лайăх, пуçаруллă, ăста волонтерсене çеç илеççĕ
Пултаруллă та хастар çынсем ыттисене те хавхалантарнине асăрханă-и эсир; Çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал, сар çу пек ырă кăмăл, чĕвĕлти чĕкеç чĕлхи, пăрчăканла вăр-варлăх кирек кама та илĕртет. Çамрăксем хушшинче çакăн пек тарават çынсене тĕл пулсан пушшех те савăнатăн.
Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухакан Иван Антонов та мал ĕмĕтлĕ, хăюллă çамрăксен йышĕнченех. Пĕр вырăнта ларасси – уншăн мар. Ваттисем: «Яшлăх кайăкла вĕçет», – тени ăна тÿрремĕнех пырса тивнĕн туйăнать. Ара, маттур каччă яланах пултарулăх шыравĕнче, çĕнĕлĕхсене уçă, вĕренме хавас. Акă, çуллахи вăхăта та усăсăр ирттерес темен вăл. Çине тăнă та волонтерсен йышне кĕнĕ, Хусанти çуллахи Универсиадăна йĕркеленĕ çĕре хутшăннă. Ивана пысăк мероприяти хыççăнхи шухăш-кăмăлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.
– Волонтер пулас шухăш мĕнле çуралчĕ-ха;
– Эпĕ пĕрремĕш курсра (авт.: халĕ – виççĕмĕшĕнче) вĕреннĕ чухне тăван университета Универсиада ялавне илсе килнĕччĕ. Тĕнче пĕлтерĕшлĕ çак спорт уявĕпе паллаштаракан мероприятисем тăтăшах иртетчĕç. Шăпах вĕсем Универсиадăн хăйне евĕрлĕхĕпе анлăшне кăтартса пачĕç. Ун хыççăн тĕвĕленчĕ те шухăш, хĕрÿ туйăм ярса илчĕ тесессĕн те йăнăш мар. Хамăн та çав ĕçе хутшăнас, чунпа-чĕрепе туяс, йăлтах хам куçпа курас килчĕ. Пĕлтĕр вара вăй-хала Пĕтĕм Раççейри ял вăййисенче тĕрĕслесе пăхрăм – Волонтер-атташе пулса Алтай крайĕн делегацине ертсе çÿрерĕм. Çакăн хыççăн хам валли палăртсах хутăм – Универсиадăна йĕркелес ĕçе те хутшăнатăпах.
– Хусана кайиччен ăçта тата мĕн вăхăт хушши вĕрентрĕç-хатĕрлерĕç сире;
– Вĕренÿ ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланчĕ. Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕнче иртекен ятарлă тренингсене çÿрерĕмĕр. Вĕсем питĕ кăсăклăччĕ те усăллăччĕ. Пире Универсиадăпа пĕтĕмĕшле паллаштарчĕç, хутшăнăва, калаçу чĕлхине аталантарма пулăшакан, кăткăс лару-тăруран тухма вĕрентекен, стреса хирĕç тăма хăнăхтаракан занятисем ирттерчĕç. Кашни волонтерăн алă айĕнчех – handbook – ертÿçĕсем каланине, сĕнÿ-канашне çырса пымалли документ пур. Кирлĕ вăхăтра вăл та пулăшĕ. Юлашки занятисене ушкăнсене пайласа ирттернĕ. Волонтерсен те тĕрлĕ тивĕçе пурнăçлама тивет-çке-ха. Çавăнпа харпăр хăй ĕçне çÿллĕ шайра тума пĕлмелле.
– Мĕнле тивĕçсем пурнăçламалла-ха волонтерăн;
– Кашни волонтерăн – тĕрлĕ ĕç. Пурĕ 50 тивĕç. Пĕрисем апат-çимĕç хатĕрлес ĕçре тăрмашаççĕ, теприсем – тÿресен пулăшаканĕсем, виççĕмĕшсем – медицина пулăшăвĕ пама хатĕр... Пур çĕре те хăвăрт çитме, тĕрлĕ ыйтăва татса пама пултаракан волонтерсем те пур. Вĕсем кирек хăш самантра та теприне улăштараяççĕ (сăмахран, лешĕ чирленĕ е урăх сăлтава пула ĕçе тухайман-тăк). Эпĕ транспортра ĕçленĕ – vip-хăнасене, спортсменсемпе тренерсене, журналистсене кĕтсе илсе вырнаçтарнă.
– Пулас волонтерăн хăйĕнче мĕнле енсене аталантармалла-ха;
– Волонтерăн хирĕçлемелле мар, хăйĕн ирĕкĕпе, хушăва турткалашмасăр пурнăçлама хатĕр тăмалла. Тимлĕх, тараватлăх, уçă кăмăл, таса чун-чĕре пирки манмалла мар. Ĕçченлĕхпе чăтăмлăх та юлашки вырăнта мар.
– Хусанта волонтерсене пурăнмалли майсем еплерехчĕ;
– Чăваш енрен эпир 200 яхăн çамрăк пулнă. «Ак барсра» (кĕрешÿ мелĕсен керменĕ) вăй хуракансем Юдинăра пурăннă, теприсем – «Зилантра» (волейбол). Эпĕ – Юдинăраччĕ. Уйрăм хваттерсенче пурăнтăмăр. Ку çуртсене ятарласа Универсиада тĕлне çĕклесе лартнă. Кайран вĕсене çамрăк çемьесене валеçсе парĕç. Апат енчен те ÿпкелешме сăлтав çук. Кунне виçĕ хутчен апатлантарнă. Ирхине тата каçхине столовăйне çÿренĕ. Кăнтăрла вара ĕç вырăнĕсенчех çинĕ – волонтерсен çумрах курупкасем пулнă. Вĕсенче – улма-çырла сĕткенĕ, витаминлă батончик, булка тата ытти те.
– Камсемпе паллашма ĕлкĕртĕн-ха;
– Ой, такампа та. Вĕсенчен паллăраххисем – Александр Карелин, Федор Емельяненко, спорт кĕрешĕвĕ енĕпе тĕрлĕ çĕршывăн тренерĕсем.
– Уйрăмах мĕн асра юлчĕ;
– Илемлĕ те хаваслă самантсем – тĕп репетицирен пуçласа мероприятие хупни таранччен – темĕн чухлех! Хăшне палăртмаллине те пĕлместĕп. Çапах та пĕр пулăм пирки каласа хăвармаллах – савăклăхпа ăшă кăмăллăх халăхсене пĕрлештерет. Япони кĕрешÿçисен тренерĕ (шел, ятне те пĕлместĕп) пире тĕрлĕ фокуспа трюк кăтартрĕ, пирĕнпе сăн ÿкерĕнессинчен те пăрăнмарĕ, значоксем валеçрĕ. Ун тавра халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пурте алă çупаççĕ, кулаççĕ. Чи тĕлĕнмелли вара – вăл акăлчанла ăнланмасть, эпир – яппунла. Пур пĕрех пĕр чĕлхе тупрăмăр темелле. Вăлах мана çар чĕмĕн (боевой дух) символне алвыляв мелĕпе мĕнле палăртмаллине кăтартрĕ.
– Мĕн кăмăла хуçрĕ; Тен, килĕшмерĕ;
– Килĕшмерĕ теме чĕлхем çаврăнмасть. Йăлтах аванччĕ. Анчах çакăнпа – Универсиадăпа, тантăшсемпе, спортсменсемпе, хамăр «Ак барспа» тата чаплă Хусан хулипе – сыв пуллашас килместчĕ.
– Волонтер ĕçĕнче мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тиврĕ;
– Паллах, йывăрлăхсемсĕр пĕр ĕç те пулмасть. Çапах та Хусантан мĕн тери пысăк савăнăçпа таврăннине, мĕн чухлĕ телейлĕ самант тÿссе ирттернине шута хурсассăн вĕсем ниме тăман чăрмавсем пек çеç туйăнаççĕ. Çĕнтерейми йывăрлăхсемпе татса парайми кăткăс ыйтусем сиксе тухман. Вак-тĕвек пирки асăнма та кирлĕ мар.
Пĕлтерĕшлĕрех проблема – хăш-пĕр спортсмен тăван чĕлхисĕр пуçне анлă сарăлнă чĕлхесенчен пĕрне те пĕлменни. Шăпах кунашкал хăнасене ăнлантарма, информацие вĕсем патне çитерме çăмăл мар. Кунта вара «Крокодил» вăйăри хăнăхусем – сăмахсене тата пулăмсене алăпа, символсемпе кăтартни – кирлĕ пулчĕç.
– Çĕнĕ юлташсем тупрăн-тăр;
– Тус-тантăшĕ питĕ нумай! Вырăссем: «Море друзей», – теççĕ. Эпĕ океанпах танлаштарăттăм. Тăван ене таврăнас умĕн пире Санкт-Петербургпа Самар хулисен делегацийĕсем ăсатма тухнăччĕ. Ытахальтен асăнатăп тетĕр-и çакна; Çук, паллах. Ун чухне ирхи пилĕк сехетчĕ. Ку вăхăтра енчен енне кăна çаврăнса выртаççĕ. Юлташăмăрсем вара ыйхисене татсах пирĕнпе сыв пуллашма пуçтарăннă. Универсиада кунĕсенче пĕр пысăк çемьери пекех пурăнтăмăр-çке-ха.
– Волонтерсен ĕçне татах та хутшăнас кăмăл пур-и;
– Волонтерсен ĕçĕ мана питĕ килĕшрĕ, çавăнпа Сочири Олимпиадăна та хаваспах кайăттăм. Списока каярахпа тата тăсма та хирĕç мар.
– Универсиадăна йĕркеленĕ çĕре хутшăнни мĕн енчен пуянлатрĕ-ха сана;
– Универсиада мана çĕнĕ туссем, темĕн чухлĕ савăк самант парнелерĕ. Ку таранччен илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене (уйрăмах чĕлхе пĕлĕвне) çирĕплетме пулăшрĕ. Хăв этемлĕх тата тĕнче ырлăхĕшĕн тăрăшакан механизм пайĕ пулнине ăнланни пушшех те вăй парать.
– Иван, спортпа туслă-и-ха хăв; Хăш тĕсĕсене ытларах кăмăллатăн;
– Спортран ютшăнмастăп, ориентированипе кăсăкланатăп. Хĕлле çавăн пекех йĕлтĕрпе ярăнатăп. Волейболла выляма та хирĕç мар. Ача чухне ирĕклĕ майпа кĕрешессипе айланнăччĕ.
– Волонтер пулас шухăшлă яшсемпе хĕрсен мĕнрен пуçăнмалла-ха;
– Волонтер юхăмне хутшăнас тесессĕн ятарлă организаципе çыхăнмалла. Аслă шкулсенче, тĕслĕхрен, студентсен канашĕсем пур. Спорт кăна мар, культура мероприятийĕсен волонтерĕ те пулма май пур, ÿркенмелле мар кăна. Чи малтан вырăнтан çеç тапранмалла, хăрамалла мар, вĕçĕмсĕр хăвна (чĕлхе, пĕлÿ, тавра курăм, хутшăну енĕпе) аталантармалла. Мĕншĕн тесессĕн волонтерсем хушшинче те конкурссем иртеççĕ-çке-ха. Пысăк та яваплă мероприятисене чи лайăххисене, пуçаруллисене, ăстисене çеç суйлаççĕ.
– Пурнăç çулĕпе мĕнле девиз ертсе пырать сана;
– Яланах – малалла!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ калаçнă.